Сĕт-турăхпа тивĕçтерет

Сĕт-турăхпа тивĕçтерет

Сăнатăп та, Тăвайра чылай çын сĕтпе унăн юр-варĕсене кӳмеллĕ машинăпа сутса çӳ- рекенрен туянма тăрăшать. «Суйса каламастăп, унăн сĕт-çăвĕ тутипе те, пахалăхĕпе те кăмăла каяççĕ манăнне»,-пикенсех ăнлантарать пĕр хитре те çамрăк хĕрарăм хăйĕн-пе юнашар тăракана. Лешĕ, ахăртнех, унăн сăмахĕнчен иртеймест, ăна тăнланă хушăрах кĕсйине хыпашлать.

Çынсене сĕт-турăх сĕнекенĕ вара - Тăвайра пурăнакан Виталий Сергеев. Хăех водитель, хăех сутуçă.

-Вунтăватă-вунпилĕк тĕрлĕ çимĕç манăн кунта, хăшне кăмăл тăваççĕ, куç хываççĕ, çавна паратăп,-йăл кулăпа пĕлтерет Виталий Николаевич. Вăл çынни çавнашкал - пурне те тарават, пурне те ăшă пит-куçпа кĕтсе илет. Çавăнпах, тен, таварне те ытларах витерет. Хăй ăшпиллĕ пулнăран та, ним илмесĕр пăрăнса утма йывăр унран. Кам сĕт е тăпăрчă туянать, кам çу е сыр пама ыйтать. Услам çăвĕ, сăмахран, тĕрлĕ виçелли тата тĕрлĕ чĕркемли е хупă пластик савăтпа та пур. Пирĕн çăва - Тăвайăнне çийĕр, вăл чăн-чăн совет пахалăхĕпе савăнтарать, тесе çырнă этикетки çине. Пахалăхне ăна çынсем хăйсем те хаклама пултараççĕ-ха, чĕре çăвне ирĕлтерсен тата та илме пырĕç. Сыр та тĕрлĕрен. Сĕте хăвăн савăт-сапу çине яртарма та пултаратăн. Çăратнă сĕте ăш выртать пулсан, ăна та тархасшăн. «Ĕни сĕт нумай парать ку çыннăн»,- тесе хăйне хăй мăкăртатса иртекенсем те тупăнаççĕ сайраран пĕрре.

«Сĕчĕ, чăн та, килти мар. Ăна хуçалăхсем параççĕ, унран чăкăт, сĕт-турăх хатĕрлеççĕ», -терĕ Виталий Сергеев.

Сĕт-турăхпа ытти çимĕçсем сутакан машинăна кашни кунах ирхине тăххăр-вуннăсенче Тăвайри автостанци çумĕнче, вуниккĕсенче «Россельхозбанк» çурчĕ çывăхĕнче, вунпĕрсенче «Сахарок» суту-илӳ магазинĕ патĕнче курма пулать. Кашни эрнекунах кӳршĕллĕ Вăрмар поселокне çул тытать, унти тĕп больница таврашĕнче сутă тăвать. «Вăрмарсем питĕ хапăлласа туянаççĕ пирĕн сĕт продукчĕсене,-хаваспа пĕлтерет Виталий Николаевич. -Пĕрре тутанса курнисем иккĕмĕш е виççĕмĕш хутĕнче те туянаççĕ».

Шăматкунсенче кăнтăрла иртсен Кивĕ Пуянкассине те çитет сĕт-турăх машини. Кунта та кашнинчех хапăл ăна ял çыннисем, вăл курăнсанах черете кĕпĕрленеççĕ.

Виталий Сергеев Енĕш Нăрвашри вăтам шкултан тракторист правипе тухнă, Канашра водителе вĕреннĕ. Çул çитсен, ытти чылай çамрăк пекех, салтак тумне тăхăннă. Çар службинчен таврăнсан, пĕр хушă тăван хуçалăхра тракторпа тăрăшнă. Ун хыççăн чылайранпа - Тăвайри сĕт-çу предприятийĕнче. Маларах асăнтăм ĕнтĕ, халĕ Тăвай ялĕнче тĕпленсе пурăнать вăл. Хăйсен çурт-йĕр. Çемьеллĕ. Мăшăрĕ, Марина Геннадьевна, собесра - социаллă пулăшусемпе тивĕçтерекен органра - чылайранпа. Виçĕ ача çитĕнтереççĕ, вĕсем пурте шкула вĕренме çӳ-реççĕ.

-Ĕç чуна пырать. Çынсемшĕн тăрăшатăп вĕт,-терĕ Виталий Николаевич.

11 февраля 2019
15:32

АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"

Поделиться