Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

«Районти миссис - 2019»

«Районти миссис - 2019»

«Районти миссис-2019» конкурс çемье хаклăхне аталантарма, амăшлăх сумне хаклама, хĕрарăмсен чысне упрама хăнăхтарать.

Тăвай енри тĕрлĕ ял тăрăхĕсенчи миссиссем хăйсен тăван ялĕнчи пурнăçне тĕрлĕ енĕпе илемлетеççĕ.

Конкурса Наталия Тимофеева (Чутей), Алина Васильева (Элпуç), Людмила Дмитриева (Тăвай), Надежда Камасева, Оксана Храмова (Тушкил), Вероника Васильева (Тăрмăш), Наталья Захарова (Çĕнĕ Пуянкасси) хутшăннă.

Малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Валерий Чайкин сăмах илнĕ, вăл хĕрарăмсене конкурсра çĕнтерме суннă, илемлĕ юрă шăрантарнă. «Дефиле» конкурспа пуçланнă уяв. Кунта жюри хĕрарăмсем сцена çинче хăйсене мĕнле тыткаланине, илĕртÿллĕ пулнине хакланă. «Визиткăра» конкурса хутшăнакансем харпăр хăйпе паллаштарнă. Творчество тупăшăвĕнче хĕрарăмсем хăйсен пултарулăхне кăтартса панă. Ăс-тăн конкурсĕнче миссиссем ертсе пыракансен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Хăйсем хатĕрленĕ блюдăсем сĕнчĕç тата юлашкинчен кил хуçи арăмĕсем.

Вероника Николаева, Наталья Захарова, Алина Васильева хăйсен ачисемпе, хавхалантарса тăракан пысăк ушкăнсемпе хутшăнчĕç. Тăвайри шкулчченхи Л.Дмитриева ертсе пыракан учрежденине çÿрекенсен номерĕсемпе кăмăлласах паллашнă пухăннисем. Программăна ертсе пыракансем Алексей Ивановпа Михаил Федоров юрласа савăнтарчĕç. 2018 çулта финала тухнă Ирина Николаева илемлĕ ташă парнелерĕ куракансене. «Дримс», Тăрмăшри культура çурчĕн ташă ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе уява илемлетрĕç. «Тăвай ен» халăх ансамблĕн, Мария Никитинапа Алена Николаева ачисемпе, Александр Владимиров, Лариса Соловьева, арçынсен ансамблĕ, «Тайна» вокал ансамблĕ хăйсен номерĕ-сене çĕкленÿллĕ кăмăлпа пухăннисене парнелерĕç.

«Районти миссис-2019» конкурс çĕнтерÿçи Людмила Дмитриева пулни çирĕпленчĕ. «Вице-Миссис» титула Наталья Захарова тивĕçрĕ. «Миссис-зрительских симпатий» ята Алина Васильева çĕнсе илчĕ. Пурне те мероприятие хутшăннăшăн тав тăватпăр.

Эсир чи лайăх амăшĕсем, çитĕнÿл- лĕ çамрăк хĕрарăмсем, яланах çавнашкал хавас пулăр.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"