Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ветерансен хорĕ - 15 çулта

Ветерансен хорĕ - 15 çулта

Тăвайри ветерансен хорĕсĕр районта халăх уявĕсемпе тĕрлĕ культурăллă мероприятисем сахал иртеççĕ-тĕр. Юрра-кĕвве юратни, чăваш халăх культурине сарасси пĕр чăмăра пухнă тĕрлĕ професси, ÿсĕм çыннисене. 2004 çулта районти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ çак ушкăн.

15 çул хушшинче пултарулăхĕпе районта кăна мар, республикăра та тĕрлĕ смотр-конкурс, фестиваль лауреачĕсем пулса тăнă. Ветерансен хорне паянхи кунчченех ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Римма Маркова пысăк ăсталăхпа ертсе пырать. Владислав Степанов концертмейстер унăн ĕçне çĕнĕ варкăш кĕртет, илем кÿрет. Уяв каçĕн-че район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке хор ĕç-хĕлне пысăка хурса хакланă, юбилярсене саламланă май çапла каланă: «Сумлă артистсен концерчĕ- сене яланах хапăлласа йышăнаççĕ çынсем. Репертуарĕ пуян вĕсен, Раççей, Чăваш ен, хамăрăн Тăвай тăрăхĕ, ĕç тата çар паттăрĕсем çинчен хывнă юрăсене мăнаçлăн шăрантараççĕ, ĕлĕкхи ырă йăла-йĕркесене малалла аталантараççĕ. Ветерансем хăйсен ушкăнне ахальтен «Надежда» ят паман ĕнтĕ. Халăха юрă-кĕвĕпе шанăç, хавхалану кÿреççĕ, чун-чĕрисенче ырă тĕллевсем çуратаççĕ. 15 çул каялла чăмăртаннă коллектив район пурнăçĕпе тан утать, хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе унăн историйĕнче сумлă йĕр хăварать»,-тенĕ вăл.

Владимир Алексеевич ветерансене çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу суннă, коллектива райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăланă. Валентина Кирилловна Терентьева, Ираида Кирилловна Галкина, Галина Матвеевна Маковей, Нина Николаевна Иванова, Екатерина Титовна Федорова, Елизавета Ильинична Ильина, Ольга Федоровна Шишова, Алексей Петрович Шишов... çак списока малалла тăсма пулать. Вĕсем чи пирвайхисем, хор ят-сумне çĕклес енĕпе тунă ĕçсемшĕн ЧР культура министерствин республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă вĕсене. Хора 15 çул тултарнă ятпа районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Римма Гурина, Раççей пенсионерĕсен Союзĕн Тăвай ял тăрăхĕнчи уйрăмĕн председателĕ Светлана Сергеева, Канаш хулинчи Культура керменĕнчи, Тăрмăшри, Тушкилти, Енĕш Нăрвашри, Тăвайри пултарулăх ушкăнĕ- сем илемлĕ юрă-кĕвĕсемпе саламланă. Канаш хăнин Валентина Веденскаян сăвви те куракансен чунĕсене хускатнă.

Кÿршĕллĕ Канаш районĕпе чăннипех те туслă çыхăнура ветеран-юрăçсем. Кунти пенсионерсен Совечĕн председателĕ Валентина Сергеева пултарулăх коллективне ăшшăн саламласа çĕнĕ çитĕнÿ-сем суннă, хăйсен район çыннисене лайăх концертсемпе савăнтарнăшăн ăшшăн тав тунă. «Малашне те районсем хушшинчи культура çыхăнăвĕ-сем çирĕпленсех пыччăр»,-тенĕ вăл.

22 çынран тăракан коллективра пурте «Ĕç ветеранĕсем», вĕсенчен 4-шĕ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ-сем, ытларахăшĕ район администрацийĕн яваплă участокĕнче вăй хунă. Вăхăт иртнĕçемĕн аслă ăрурисен ĕçне малалла тăсакансен йышĕ те çĕнелсе пырать. Çынсем хора юрлама кăна мар, чунпа канма та çÿреççĕ. Коллектив (сăн ÿкерчĕк- ре) пĕр пысăк туслă çемьене аса илтерет. Савăнăçне те пĕрле пайлаççĕ кунта, йывăрлăхсене çĕнтерме те яланах пĕр-пĕрне пулăшу аллине тăсса пама та хатĕр. Юрăçсене тăван ене хисеплени, унăн чыс-сумне çÿле çĕклес тĕллев пĕрлештерсе тăрать.

Хор участникĕсене пурне те «Пĕрлештернĕ клубсен системи» муниципаллă бюджетлă культура учрежденийĕ дипломсемпе асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă.

Коллективăн малашлăх пла-нсем пысăк. Хальхи вăхăтра пикенсех Аслă çĕнтерÿ уявне çĕнĕ программа хатĕрлеççĕ.



АУ «РЕДАКЦИЯ ЯНТИКОВСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ЯЛ ĚÇЧЕНĚ» («СЕЛЬСКИЙ ТРУЖЕНИК») МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИ