Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

90 çулхи юбилейпа саламласа

90 çулхи юбилейпа саламласа

Апрелăн 20 – мĕш числинче Тăрмăшри культура çуртĕнче Тăрмăш ялĕнче çуралнă, унтах пурăнакан Соловьева Мария Емельяновнăн 90 çулхи сумлă юбилей уявне паллă турăмăр.  Хаклăран та хаклă аннене, хунямана, кукамая, аслă кукамая, тăванăмăра, тарават кумана, хастар кӳршĕне, яланах кил ăшшине тытса тăракан хисеплĕрен те хисеплĕ çыннăмăра саламлама хĕрĕпе кĕрӳшĕ, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем, тăванĕсем, кӳршĕсемпе хуранташсем килнĕ. Соловьева Мария Емельяновнăна 90 çулхи сумлă юбилейпа пĕтĕм чун-чĕререн саламласа «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕ юрă хыççăн юрă парнелерĕ, хĕрĕ Елена Николаевна, мăнукĕсем Маринăпа Алĕша, кĕçĕн мăнукĕ Левăпа пĕчĕк Коля та юрăпа саламларĕç юратнă кукамăшне.

Мария Емельяновна е хамăрла Марье аппа, 1929 – мĕш çулхи апрелĕн 18 –мĕш числинче çуралнă, Тăрмăшри çичĕ класлă шкула ăнăçлă вĕренсе пĕтерсен Енĕш-Нăрваш ялне саккăрмăш класа çӳренĕ. Анчах та тăххăрмăшне ирсĕр вăрçăна пула вĕренсе пĕтереймен тата тăхăнмалли те нимех те пулман. Çамрăклах Марье аппа сысна фермине ĕçлеме вырнаçать. Питĕ тăрăшса ĕçлет вăл хăйне шанса панă ĕçе, килти ĕне сĕтне те фермăри сысна çурисене валли илсе кайса çитерет. Тăрăшни сая кайман, унăн сысна çурисем чи нумаййисем пулнă, колхозра кăна мар, районта та малти вырăнсене тухнă. Ăна тĕрлĕрен тав хучĕсемпе пĕрле хаклă йышши парнесем парса чыслаççĕ. 36 çул ĕçленĕ фермăра, 10 çулне колхозра, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 46 çул унăн. Ĕçне кура хисепĕ, унăн сăнçкерчĕкĕ районти Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă, «Чи нумай çура туса илекен» вымпела темиçе хутчен те тивĕçнĕ. 1956-мĕш çулта КПСС парти членне илнĕ, партсобранисене сиктермесĕр çӳренĕ.

Сывлăхĕ енчен чăнах та çирĕп, больницăра та чирлесе выртса курман. Ир пуçласа каçчен ĕçлесе сывлăхне çирĕплетнĕ Мрия Емельяновна. Кино курма, телевизор пăхма, хаçат-журнал вулама юратать, Юрлама та хитре юрлать Марье аппа, сасси янкăр та уçă. Нумай юрăсене унран вĕренсе фольклорпа юрлатпăр.

Марье аппа виçĕ мăнукпа, çичĕ кĕçĕн мăнукпа савăнать, хисеплеççĕ, юратаççĕ кукамăшне вĕсем.

Чи илемлĕ сăмахсем калатпăр

Чĕререн сана сума суса.

Пурнăçра ыррине çеç сунатпăр

Пурăнса çитсемĕр çĕр çула.



Турмышское сельское поселение
23 апреля 2019
16:20
Поделиться