Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Алексей Кузьмич, механизатор

Алексей Кузьмич, механизатор

Вырсарникун пулсан та, С.Хумышев хресчен-фермер хуçалăхĕн машина-трактор паркĕн-че çынсем пурччĕ: кам юсавра тăрмашать, кам ытти ĕç тăвать. Алексей Кузьмич Скворцов механизатор (сăн ӳкерчĕкре) кĕр тыррисем валли уя çĕр кăпкалатма кайма ăшталанатчĕ. «Питĕ ĕçчен те тăрăшуллă механизатор»,- терĕ ăна хакласа хуçалăх ертӳçи Сергей Виталиевич.

Вăл пур ĕçре те пултарнине каларĕ. Кăçалхи çуркунне те акă Алексей Кузьмич Беларус-1221 тракторпа çĕр кăпкалатса хатĕрленĕ, тырă акнă. Выльăх апачĕ хатĕрлеме те çулленех хутшăнать. Хальхи вăхăтра кĕрхи тĕш- тырă культурисем акма çĕр кăпкалатать. «Паснер патĕнчи уя васкатăп»,-терĕ.

Вăхăтра, лайăх акса хăварсан, кĕр тыррисем шанчăклă культура шутланаççĕ. Çавăнпа С.Хумышев хресчен-фермер хуçалăхĕн-че вĕсене çитес çул валли те тивĕçлĕ вырăн уйăраççĕ.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"
29 июля 2019
10:41
Поделиться