Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Почта ĕçченĕсен хастарлăхĕ

Почта ĕçченĕсен хастарлăхĕ

Кашни çулах юпа уйăхĕнче республикăри почта уйрăмĕсенче Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхне йĕркелеççĕ. Çак вăхăтра пичет кăларăмĕсене йÿнетнĕ хакпа çырăнтараççĕ. Нумаях пулмасть почта çыхăнăвĕн Тăвайри уйрăмĕ ку енĕпе мĕнле ĕçленипе интересленнĕ департаментăн çырăнтарупа ĕçлекен ертÿçи Г.В.Ермолаева, почта бизнесĕн директорĕн заместителĕ П.Н.Никифоров, çырăнтару специалисчĕ М.В.Петрова, Канашри почтамтăн начальникĕн заместителĕ Т.А.Михайлова, Канашри почтамтăн начальникĕ Р.Ф.Асеинов.

Почта çыхăнăвĕн Тăвайри уйрăмĕн начальникĕ Е.Н.Федотова вунăкунлăхри ĕçлĕ лару-тăрупа паллаштарнă. Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн хаçат-журнала çитес çул йÿнĕрех хакпа илсе тăма çырăнтарас тапхăра юпа уйăхĕн 20-мĕшĕччен тăснă.



АУ «РЕДАКЦИЯ ЯНТИКОВСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ЯЛ ĚÇЧЕНĚ» («СЕЛЬСКИЙ ТРУЖЕНИК») МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИ
15 октября 2019
08:26
Поделиться