Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

«Хавхалану» фестиваль конкурсăн çĕнтерÿçисене саламлатпăр

«Хавхалану» фестиваль конкурсăн çĕнтерÿçисене саламлатпăр

Шкул ачисене тата педагогсене Раççĕй Федерацийĕн  сумлă академикĕн Геннадий Никандрович Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерме пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕпе пĕрле «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕ ирттерчĕ.

Фестиваль 4 номинаципе иртрĕ:

1) «Г.Н.Волков хайлавĕсен сцена çине тухнă чи лайăх курăмĕ»,

2) «Г.Н.Волков хайлавĕсен чи лайăх иллюстрацийĕ»,

3) «Проза тата поэзи»,

4) «Г.Н.Волков хайлавĕсем çине таянса тунă чи лайăх буктрейлер».

Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕнче иртет. Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене чыслава чĕнетпĕр!

 

 



БУ ЧР ДПО "Чувашский республиканский институт образования" Минобразования Чувашии