Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çемьесене савăнтарнă

Çемьесене савăнтарнă

Пирĕн районти ЗАГС уйрăмĕнче кăçал чи малтан çуралнă ачасене регистрациленĕ, нумай ачаллă çемьесене çĕр пайĕн сертификачĕпе тивĕçтернĕ.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Олег Ломоносовпа «Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ Татьяна Иванова хутшăннă.

Çăлпуçĕнчи Аннăпа Алексей Васильевсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Кăçал вара кăрлачăн иккĕмĕшĕнче, вĕсен çемйи йышлăланнă, виççĕмĕш пепке çутă тĕнчене килнĕ. Вĕсен ывăлĕ — 2020 çулхи районти пĕрремĕш пепке. Тăвайри Наталияпа Игорь Сергеевсен çемйине вара кăрлачăн вун тăваттăмĕшĕнче аист «вĕçсе кĕнĕ». Тахçантанпах кĕтнĕ хĕр ача çуралнă хальхинче, пĕчĕк Ангелинăна икĕ пиччĕшĕ хĕпĕртесе кĕтсе илнĕ килте.

Олег Анатольевичпа Татьяна Валерьевна ашшĕ-амăшĕсене «çĕнĕ кайăксене» ырă-сывă çитĕнтерме суннă, Игнатпа Ангелинăна пĕрремĕш документсем панă, парнепе тивĕçтернĕ май Раççейĕн юрăхлă гражданинĕ пулса ÿсме суннă вĕсене. «Сирĕн кашни кун çутăпа, савăнăçпа, юратупа, ача-пăча куллипе пуянлансах пытăр»,—тенĕ.

Çавăн пекех Тăвайри Аленăпа Александр Степановсене, Вăтаялĕнчи Надеждăпа Василий Сергеевсене çĕр пайне тÿлевсĕр илме право пулнине çирĕплетекен сертификат панă.

—Çывăрман каçсем те пулĕç малашне, сире вĕсем ан шиклентерччĕр. Ачăрсене юратăр, ачашлăр. Паянхи уяв сирĕн асăрта нумайлăха упрантăр, пĕчĕккисен телейлĕ пурнăç пултăр,—саламланă ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Валентина Новикова.

Мăшăрсене çывăх çыннисемпе пĕлĕшĕсем те ырă суннă çакăн хыççăн, «Тăвай ен» ансамбль юрăсемпе савăнтарнă.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"