Фронтпа тыл пĕр сывлăшпа сывланă

Фронтпа тыл пĕр сывлăшпа сывланă

Пысăк та чаплă уява кĕтетпĕр. Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 75 çул çитет. Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăрçăра пуçĕсене хунисене, вăрçăран çĕн- терÿçĕ пулса таврăннисене аса илетпĕр, чыс тăватпăр. Питĕ шел, ветерансен шучĕ кашни çул чакса пырать. Тăвай районĕнче те вĕсем çиччĕн кăна юлнă.

Çавăн пекех тылра вăйне шел-лемесĕр ĕçленĕ çынсене те манса хăвармастпăр. Вăрçă вăхăтĕн-че фронтпа тыл пĕр сывлăшпа сывланă, пĕр шухăшпа пурăннă: мĕнпур вăй-хала нимĕç фашисчĕ-сене çапса аркатма памалла.

1941 çулти кĕркунне нимĕç çарĕ Мускав патне çитнĕ. Пирĕн салтаксем тĕп хулана хÿтĕлес тĕлĕшпе оборонăна куçнă.

Çав вăхăтра инçетри тыл та хÿт-лĕх сооруженийĕсем тума тытăннă. Чăваш Республикинче Сăр тăрăхĕнче оборона рубежĕ тумалла пулнă. Пирĕн Тăвай район çыннисем Хусан хулине хĕвеланăç енчен хÿтĕлекен линине (ăна «Казанский обвод» тесе каланă) хатĕрлесе окопсем чавнă.

Çакăн пек пысăк та питĕ кирлĕ ĕçе районти çамрăксене, хĕрарăмсене, çав вăхăтра фронта каяйман арçынсене анлăн явăçтарнă.

Халĕ Тĕмер ялĕнче пурăнакан Юлия Ивановна Чумышева вĕсенчен пĕри пулнă. Вăл Вăрманхĕрри ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1941 çулти кĕркунне ялти 17-18 çулхи хĕрачасемпе пĕрле окопсем чавма кайнă. Калама çук йывăр пулнă çав ĕç. Шартлама сивĕ хĕл кунĕ-сем, ал-урасем шăннă, пит-сăмсана час-часах тăм илнĕ. Темле те тертленме лекнĕ, çапах та чăтмалла пулнă. Вĕсем шăннă çĕре лумсемпе, киркасемпе чавнă, тăприне тачкăсемпе туртнă, наçилккапа йăтнă траншейăсене тасатса. Канмаллисĕр ĕçлеме тивнĕ вĕсене.

Ĕç хыççăн Тенеяльне кайнă, унта Захаровсен пÿртĕнче кăмака хутса апат пĕçернĕ, тумтирĕсене ти- пĕтнĕ. Виçĕ уйăх ĕçлесе Вăрмар районĕн чиккинчен пуçласа район территоринче, Кĕтне юханшывĕ урлă каçса Кайпăç (Тутарсен райо- нĕ) еннелле чавса тунă окопсене, траншейăсене патшалăх комиссийĕ 1942 çулхи февраль уйăхĕн-че йышăнса çирĕплетнĕ.

Юлия Ивановна мăшăрĕпе, вăрçă участникĕпе Александр Егоровичпа мĕн пенсие тухичченех библиотека тытăмĕнче, шкулти тата ялти культура çуртĕнчи вулавăшсенче, тăрăшнă. Виçĕ ачине те аслă пĕлÿ панă. Паян тыл ĕçченĕ 7 мăнукĕпе, вĕсен 6 ачипе хавхаланса пурăнать.

Иртнĕ уйăхра Ю.И.Чумышевана та Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕпе наградăланă.

Çак йывăр, тертлĕ вăхăтсем пулнăранпа чылай çул иртрĕ. Апла пулин те, хăрушлăха лекнĕ Тăван çĕршыв пĕрлĕхĕшĕн хăйсене шеллемесĕр ĕçленĕ çынсене ялан асра тытăпăр.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"
13 апреля 2020
13:43
Поделиться