Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Хисепе тивĕçнисем

Хисепе тивĕçнисем

Пĕлÿ кунĕнче районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче тăрăшакансен пĕр ушкăнне Чăваш Республики Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотисем парса чысланă. Вĕсен йышĕнче — Елена Витальевна Гаврилова — (Элпуçĕнчи вăтам шкул), Нина Александровна Максимова (Тăрмăш шкулĕ), Вероника Павловна Николаева (Тăвай шкулĕ), Наталья Николаевна Чернова (Тĕмер шкулĕ) учительсем, вĕрентÿ пайĕн информаципе аналитика центрĕн методисчĕ Алина Витальевна Орешникова. Пултаруллă вĕрентекенсене ĕçре ăнăçу, хавхалану, вĕрентÿ процесĕнче çĕнĕлĕхсене анлăн ĕçе кĕртсе пыма суннă район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов сумлă наградăсем илнĕ ятпа саламланă май. Маттуррисен ушкăнĕнчи Николай Петрович Степанов тренер-преподаватель Хисеплĕ ята тивĕçнĕ.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"
04 сентября 2020
14:36
Поделиться