Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Район энциклопедийĕн презентацийĕ

Район энциклопедийĕн презентацийĕ

Иртнĕ кунсенче «Тăвай район энциклопедийĕ» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Ăна хатĕрлекенсем — В.А.Ванерке, О.А.Ломоносов, А.М.Гаврилов, С.О.Данилов, Р.А.Егоров, П.И.Захаров, Г.П.Куклов, К.Ю.Никитин, В.В.Николаева, А.В.Семенов, Н.И.Сормов, В.Я.Шакров, О.П.Шакшина.

Тĕп редактор — составитель — Владимир Яковлевич Шакров. Кĕнеке тиражĕ — 1000 экземпляр.

Энциклопеди Тăвай районĕн историйĕпе, муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономикине, обществăлла политикăна тата культурăна аталанма пулăшнă сумлă çыннисемпе паллаштарать. Кĕнекере 636 ÿкерчĕклĕ страница.

Презентаци администрацийĕн пысăк залĕнче иртнĕ. Хатĕр-лекенсемпе редактор изданине епле лару-тăрура кăларни пирки каласа кăтартнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке Владимир Яковлевич Шакрова, Эдуард Сергеевич Ушакова чаплă энциклопеди кăларма пулăшнăшăн тав тунă, Хисеп грамоти парса наградăланă.

Презентацире ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе информаци пуçтаракансем хутшăннă, вĕсене кĕнеке парнеленĕ. Энциклопедине районти шкулсемпе библиотекăсене парĕç. Кăмăл тăвакансем çĕнĕ кĕнекепе паллашма пултараççĕ.

"Пурне те кирлĕ кĕнеке", — тесе хакларĕç унпа паллашнисем.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"
11 сентября 2020
16:00
Поделиться