Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тӗрӗ ăсти Николаева Венера Алексеевна

Тӗрӗ ăсти Николаева Венера Алексеевна

Лачкасси ялӗ пысăках мар пулсан та унтан ăслă, пултаруллă çынсем чылай тухнă. Çав шутра «ылтăн» алăллă ал-ӗç маçтерӗ, тӗрӗ ăсти Николаева Венера Алексеевна.

Тăрмăшпа кӳршӗллӗ Лачкасси ялӗнче çуралса ӳснӗ хӗр 17 çул тултарсан тăван ялпа уйрăлса Шупашкара çул тытнă. Пир-авăр комбиначӗн çип арлакан иккӗмӗш цехне ӗçе вырнаçнă. Юрра-ташша ăстаскер унти хора çӳренӗ, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче 10 çул халăх театрне çӳресе тӗрлӗ енлӗ рольсене калăпласа куракансене култарнă та, йӗртнӗ те. Пушă вăхăтсенче яланах тӗрленӗ, çыхнă. Ача чухнех Венера пӗчӗк тутăрсем, пукане валли тумсем çӗленӗ, кайран тӗрлесе илемлетнӗ. Ун чухне йăлтах алă вӗççӗн çӗленӗ, çыхнă. Малтанах тултарса тӗрленӗ пулсан, каярахпа хӗресле тӗрлеме хăнăхнă. Мӗнле кăна тӗрленӗ эрешлӗ ӗçсем çук пулӗ унăн? Кунтах чăваш тумӗллӗ Нарспи, хитре те хӳхӗм чечексем куçа илӗртеççӗ, тӗрӗ мар, чăн чӗрӗ чечексем тейӗн, урхамахӗсем халь-халь тапса сиес пек туйăнаççӗ тата тем тӗрлӗ тӗрӗсем куçа илӗртеççӗ, хăй патне туртаççӗ. Пур ӗçне те Венера Алексеевна хитре рамкăсем ăшне хурса типтерленӗ, стена çинче кашни тӗрринех хăйӗн вырăнне тупнă. Вӗсен патне кӗрсессӗн музея кӗнӗ пекех туйăнать, картинисем ытла та ятуллă, илӗртӳллӗ.

2006 çулта тивӗçлӗ канăва тухсан тăван ялне куçса килнӗ, лăпкăн кăна пурăн темелле ӗнтӗ кермен пек кил-çуртра. Çынпа хутшăнма хăнăхнăскершӗн унта та хăйне валли чун йăпатмăш тупать, клубра «Ал-ӗç ăстисен» кружокне йӗркелесе яраççӗ, кунта маттур хӗрарăмсем хăйсен ăсталăхӗпе паллаштараççӗ, çыхма, тӗрлеме пуçлаççӗ. «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнне çӳреме пуçласан хушпу-тухья, масмакпа тевет, мăй çыххи тата тем тӗрлӗ хӗрарăмсен çи-пуçне ăсталама тытăнаççӗ ăстаçăсем. Венера Алексеевна вара фольклора çӳрекен «Тăрмăш» пикисене валли тухья, масмак, мăй çыххисем туса пачӗ, уншăн ăна тав сăмахӗ калатпăр.

Темиçе хутчен те Республика кунӗн, Тăвай районӗн кунӗн, Шупашкар хулин уявӗсенче ăста маçтăрăн хитре те ятуллă япаланисене куракансем курса савăннă, тӗлӗннӗ. Халăх тумӗ енӗпе районта тата республикăра иртекен конкурссене хутшăнса дипломсене, ЧР Культура министерствин Хисеп грамотисене тивӗçнӗ маттур хӗрарăм.

Пултаруллă çын пур çӗрте те пултаруллă. Венера Алексеевна сцена çинче халăх юррисене юрланипе пӗрлех сăвăсем вулама ăста, Вера Кузьмина ячӗллӗ конкурса хутшăнса кашни çулах Лауреат, 1, 2 степеньлӗ дипломӗсене тивӗçет. Çавăн пекех республика шайӗнче ирекен фестивальсенче те сăвăсем вуласа хăйӗн пултаруллăхне ӳстерет, уйрăмах «Çирӗп пирӗн çунатсем», «Пирӗн чунсем çамрăк» аслă ăрури çынсен ячӗпе иртекен конкурссенче Светлана Асаматăн «Хӗр хӳхлевӗ», Петӗр Эйзинăн «Çăка» сăввисене каласа малти вырăнсене тухнă.

Общество ӗçӗнчен те малтисен ретӗнче вăл, ялта иртекен мероприятисене хăйӗн пек маттур хӗрарăмсемпе пӗрле майласа ертсе пыраççӗ. Кунта Тăрмăш ял тăрăхӗн пуçлăхӗпе В.В. Николаевăпа, Лачкасси ялӗн старостипе Н.Г.Лепилинăпа, хӗрарăмсен совечӗн ертӳçипе И.П.Звонаревăпа пӗрле килӗштерсе ӗçленинчен нумай килет. Малашнехи пурнăçра та ăнăçу сунатпăр эпир ăна, татах та хитре чăваш тӗррисене те тӗрлеме пултаруллăх пултăр.



Турмышское сельское поселение
24 ноября 2020
13:44
Культура и туризм
Поделиться