Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пĕлтерĕшĕ пысăк

Пĕлтерĕшĕ пысăк

Çак кунсенче Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача садĕнче вĕренÿ процесне мĕнле йĕркеленине кăтартасси иртнĕ. Çакă вăл воспитательсен квалификацине ÿстерес тата вĕрентĕве йĕркелес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕрле ĕçлекенсен паха опытне анлăрах сарма та май парать.

О.Ю.Илларионова ясли ушкă- нĕнчи шăпăрлансемпе «Пирĕн пÿлĕмри ÿсентăрансем» темăпа уçă заняти ирттернĕ. Пÿлĕм- ри чечексем мĕнле ÿснипе, вĕсене мĕнле пăхмаллипе кăмăлтан паллашнă. Е.А.Иванова воспитатель кĕçĕн ушкăнра «Чĕрчунсем хĕл каçма мĕнле хатĕрленеççĕ» темăна тишкернĕ. Пакшана кăмпа, мăйăр пухса панă. Ырă кăмăлĕшĕн вĕсене пылак кучченеçпе хăналанă.

Ачасен эстетикăпа илемлĕх туйăмне аталантарма вăтам ушкăнрисемпе ĕçлекен Л.П.Алексеева «Лимонсем та-та сливăсем» темăна суйласа илнĕ. Ачасене тĕрлĕ материалтан улма-çырла йăваласа тума вĕрентнĕ.

Аслă ушкăна çÿрекенсем И.В.Зверева воспитатель ертсе пынипе «Машăна пулăшма» асамлă вăрмана çулçÿреве тухнă. Çÿренĕ май чĕрчунсене тĕл пулнă, тĕрлĕрен заданисем пурнăçланă: ребуссемпе тупмалли юмахсен тупсăмне пĕлессипе тупăшнă, пакшана кăмпапа сăйланă. Çулçÿревре ачасем хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне кăтартнă. Юлашкинчен Машăна та шыраса тупма пулăшнă. В.Н.Константинова воспитатель аслă ушкăнра калаçу чĕлхине аталантармалли заняти йĕркеленĕ. Вырăс халăх юмахĕ-сене аса илнĕ, унсăр пуçне пĕрле «Мулкач хÿри» юмахпа паллаштарнă. Хатĕрленÿ ушкăнĕнчи («А» ушкăн) ачасемпе те Т.Г.Шакина воспитатель калаçу чĕлхине аталантарас ыйтăва хускатнă занятире. «Мулкач» персонажлă юмахсене аса илнĕ хыççăн, Н.Сладкойăн «Как заяц сам себя напугал» ятлипе паллашнă. Заняти вăхăтĕнче ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ, ăс-тăн вăййисем вылянă.

Ачасен çĕннине пĕлме ăнтăлни тата тĕрлĕ ыйтупа интересленни тепĕр хатĕрленÿ ушкăнĕнче те («Б» ушкăнра, воспитателĕ Т.Н.Павлова) уççăнах курăннă. Çакна вĕсем «Белоснежка и семь гномов» юмах тăрăх кăтартса панă. Юмахри вăрманта ырă ĕçсем туса, пурне те пулăшса пынă. Ырри ырăпах таврăнать, юмахсен кĕнекипе, вăйăсен пуххине парнеленĕ вĕсене.

О.А.Уткина музыка ертÿçи вăтам ушкăнри ачасене «Колобок» юмах тĕнчине пăравуспа çулçÿреве илсе тухнă. Юмахри сăнарсемпе тĕл пулнă. Заняти вăхăтĕнче ташланă, юрланă, кашăксемпе усă курса тĕрлĕ кĕвĕсем кăларнă.

Занятисем çÿллĕ шайра иртнĕ. Воспитательсем вĕрентÿ вăхăтĕн- че тĕрлĕ кăтарту хатĕрĕсемпе усă курнă. Шкулчченхи ÿсĕмри ачасем занятисем вăхăтĕнче ывăнасран физкультминуткăсем ирттернĕ, тĕрлĕ хусканусем тутарнă.



АУ "Редакция Янтиковской районной газеты "Ял есчене"
27 ноября 2020
17:00
Поделиться