Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗсен ăшă тӗлпулăвӗ иртрӗ

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗсен ăшă тӗлпулăвӗ иртрӗ

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсемпе ӑшӑ тӗл пулу иртрӗ. Тӗл пулӑва Чӑваш Республикин вӗренӳ министрĕн пĕрремĕш ҫумӗ А. П. Лукшин, ЧНК президенчӗ В. Л. Клементьев, чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен конгресс ҫумӗнче ӗҫлекен ассоциацийӗн пайташӗсем, вӗренӳ комитечӗн хастарӗсем тата студентсем пухӑнчӗҫ. Вӗрентекенсене «Палан» фольклор ушкӑнӗ илемлӗ юрӑпа саламланӑ хыҫҫӑн тӗл пулӑва И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУӗн наукӑпа инноваци ӗҫӗн проректорӗ В. Н. Иванов уҫрӗ. Вӑл И. Я. Яковлев ятне университет тивӗҫлӗ упраса, чысласа пынине палӑртрӗ. Чӑваш Республикин вӗренӳ министр ҫумӗ А. П. Лукшин чӑваш учителӗсен пархатарлӑ ӗҫне пысӑк хак пачӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен Ассоциацийӗ пуҫаруллӑ ӗҫленине палӑртрӗ, ӑна И. Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУчӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе культурологи кафедрипе пӗрле тӗл пулӑва лайӑх йӗркеленӗшӗн тав турӗ.        

Кӑмӑллӑ лару-тӑрура конгресс хатӗрленӗ парнесене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ чӑваш учителӗсене парса чысларӗҫ. Çак мероприятире Тăвай тăрăхӗнчен Тăрмăш шкулӗнче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Зинаида Николаевна Григорьева та хутшăнчӗ.