Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ĕç ветеранне - 90 çул

Ĕç ветеранне - 90 çул

Пуш уйăхĕн 29 - мĕшĕнче Йăнтăрчă ялĕнче пурăнакан ĕç  ветеранĕ  Иван Иванович Иванов 90 çулхи юбилейне  паллă турĕ. Юбиляра  хăнасем  чун-чĕререн  тухакан ăшă та çепĕç сăмахсемпе  саламларĕç. Ял тăрăхĕн ертӳçи  А.Ф. Карсаков Раççей Президенчĕн В.В. Путинăн çырăвне илсе çитерчĕ. Культура ĕçченĕсем тата ял старости Иван Ивановича турă пиленнĕ кашни  кунпа киленсе пурăнма, çывăх çыннисен ăшшине, юратăвне, пулăшăвне туйса тăма сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, телей сунчĕç.

     Иван Иванович «Луч» хуçалăхра ĕçлесе пенсие тухнă. Чылай вăхăт тракторпа ĕçленĕ, пăру ферминче кочегарта та вăй хунă.

Мăшăрĕпе Елена Федоровнăпа  6 ача пăхса ӳстернĕ. Хальхи вăхăтра вунă мăнукпа вунпĕр кĕçĕн мăнук савăнтарса тăраççĕ вĕсене.  Ивановсен кăçал çемье çавăрни те 65 çул.



01 апреля 2024
17:00
Социальная политика
Поделиться