Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çутă сăнарĕ ĕмĕрĕпех асра юлĕ

Д.Д.Данилов çуралнăранпа _ 100 çул Çутă сăнарĕ ĕмĕрĕпех асра юлĕ Искусство çыннисем Дмитрий Данилович Данилов ятне аван пĕлеççĕ. Вăл чăваш наци культурине çĕклекенсен малти ретĕнче тăрать. Паллă литератор: талантлă педагог: пултаруллă ертỹçĕ. Нумай-нумай çын асĕнче ун пирки чи ăшă туйăмĕсем юлнă: Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсемшĕн вăл ашшĕ вырăнĕнче пулнă. Д.Д.Данилов 1902 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ялти икĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1918-1921 çулсенче Канашра педагогика курсĕнче вĕреннĕ. Пĕр çул ялта ачасене вĕрентнĕ те Хусана чăвашсен педтехникумне вĕренме кайса кĕнĕ: 1923-1927 çулсенче Хĕвелтухăç пединститутĕнче литературăпа чĕлхе уйрăмĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Хусанти педтехникумра вырăс чĕлхипе литературине тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет?.1930-1934 çулсенче Мускавра Хĕрлĕ профессура институтĕнче литература енĕпе ăс пухать. Дмитрий Данилович искусствăпа çамрăклах кăсăкланнă. Шăхранта "Канаш" вĕреннĕ чухнех вăл литература кружокĕ йĕркеленĕ: алă вĕççĕн тухакан журнал редакторĕ пулнă. Юратнă ĕçне Хусанта та пăрахман: хулари тĕрлĕ çĕрте вĕренекен студентсенчен литература кружокĕ йĕркелет: пулас чăваш писателĕсене пултарулăха аталантарма пулăшать. Д?Данилов 1927 çулхи çулла чăваш писателĕсен Пĕрремĕш съездне çамрăк чăваш çыравçисен Хусанти ушкăнĕн представителĕ пулса хутшăнать. Вăл Хусанти педтехникумра ĕçленĕ çулсенче виçĕ çул хулари чăваш çыравçисен литература организацине ертсе пынă. Çав çулсенелле унăн очеркĕсемпе калавĕсем: критикăлла тата публицистикăлла статйисемпе фельетонĕсем хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ. Мускавра вĕреннĕ çулсенче “Чăваш литератури”: Чăваш театрĕ” статйисене кĕнекене кĕртнĕ. Писательсем: художниксем: чăваш театрĕ çинчен çырнă статьясем “Сунтал” илемлĕ литература журналĕнче: “Трактор” альманахра: “Канаш”: “Красная Чувашия” хаçатсенче кун çути курнă? Хĕрлĕ профессура институтĕнчен вĕренсе тухсан вăл “Октябрьти социализмла революци тапхăрĕчченхи илемлĕ чăваш литератури” темăпа диссертаци хỹтĕленĕ. Çав çулсенчех вăл Мускавра В.И.Ленин ячĕллĕ педагогика институтĕнче литература теорийĕпе методологи вĕрентет. 1943 çулта Д.Данилова СССР писателĕсен союзĕн членне илеççĕ. Хĕрлĕ профессура институтĕнчен вĕренсе тухсан Д.Данилова Шупашкара “Красная Чувашия” халĕ “Советская Чувашия” хаçатăн яваплă редакторĕнче ĕçлеме яраççĕ. 1936 çулта ăна чăваш писателĕсен союзне ертсе пыма суйлаççĕ. Пĕр вăхăтрах вăл “Илемлĕ литература” журналăн яваплă редакторĕнче ĕçлет: Чăваш педагогика институтĕнче чăваш литературин историне вĕрентет: чĕлхепе литература кафедрин заведующийĕ пулать. 1937-1940 çулсенче Д.Данилов “Чăваш совет литературин историйĕ” очерк çырать: вырăсла “К.В.Ивановăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ” кĕнеке кăларать. 1940 çулта Д.Д.Данилова Мускаври А.В.Луначарский ячĕллĕ патшалăх театр искусствин институчĕ "ГИТИС" çумĕнчи чăваш актерĕсен студийĕпе ĕçлеме яраççĕ "вăл преподаватель тата чăваш чĕлхипе литературин консультанчĕ пулнă". Дмитрий Данилович ертсе пынипе ГИТИСран талантлă актерсем вĕренсе тухаççĕ. Вера Кузьмина: Виктор Родинов: Галина Мадеева: Петр Иванов: Николай Степанов: Валерий Яковлев: Николай Григорьев: Нина Яковлева: Нина Григорьева тата ыттисем чăваш наци театрĕн маякĕсем пулса тăчĕç. Д.Данилов ялсенчен тухнă каччăсемпе хĕрсене тăван халăхăмăрăн ăс-хакăлне: шалти тĕнчине: тăван чĕлхемĕр илемне туйма: сăпайлăха: культурăна вĕрентнĕ. Вăлах куçару ĕçĕпе нумай тăрăшнă. Сăмахран: С?Маршакăн “Вуникĕ уйăх”: А.Островскин “Телейлĕ кун” пьесисене: классикăна чăвашла нумай куçарнă. Студентсем ăна ашшĕ пек хисепленĕ. Талантлă педагог: пултаруллă воспитатель çамрăксен чăн-чăн Вĕрентекенĕ пулнă. Унран Тăван çĕршыва: халăхăмăра юратма: сăпай та ĕçчен пулма: пирваях харпăр хăйĕнчен çирĕп ыйтма: туслăха: инкеке лекекене пĕр тăхтамасăр алă тăсса пама вĕреннĕ. 1951 çулта Д.Данилова ГИТИС проректорне лартаççĕ. 15 çул ĕçлет вăл проректорта. Хăйĕн тивĕçне вăй-хала шеллемесĕр туса пырать. 1961 çулта ăна “Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят парса чыслаççĕ. ăна “Мускава хỹтĕленĕшĕн”: “Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Асли вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медальсемпе наградăланă. Çак пысăк çынлăхлă: кирек мĕнле ĕçе те пысăк яваплăхпа пурнăçлакан сăпайран та сăпай: ыттисемшĕн тăрăшакан çынна хисеплемесĕр тăма та май çук. Дмитрий Данилов 1966 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче вилнĕ. ăна хăй ыйтнă пек Енĕш Нăрваш ялĕн масарне пытарнă. Ялта Д.Данилов пурăннă çурт сыхланса юлнă: ун çинче мрамор плита. Çав çурт ларакан урам халĕ ун ячĕпе хисепленет. Ялйыш: пĕтĕм чăваш халăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăлĕн çутă сăнарне ĕмĕрех асра усрĕ. В.ПЕТРОВ.


12 ноября 2002
00:00
Поделиться