Ĕç вĕçленсен: канма аван
Ĕç вĕçленсен: канма аван
Ял хуçалăхĕсенче ĕçлекенсемпе продукцие тирпейлекенсен уявне юпа "октябрь" уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ. Районта вара ăна ял хуçалăхĕнче ĕçсем вĕçленсен: чук "ноябрь" уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тăвайри культура çуртĕнче уявларĕç.
Малтанах пухăннисем фойере ял хуçалăхĕсен продукцийĕсене тирпейлекен райпо цехĕн тата çăкăр завочĕн изделийĕсен куравĕпе паллашрĕç. Библиотекарьсем йĕркеленĕ çĕнĕ кĕнекесен выставкипе те кăмăллă юлчĕç вĕсем. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Даниловпа Шупашкарти хăнасем килсе çитсен: уява ертсе пыракан Л.Павловапа В.Чайкин пурне те зала иртме йыхравларĕç. Районти культура çурчĕн ĕçченĕсем. П.Ялгирпа Н.Сандров тата Ф.Лукин çырнă “Хăмла пахчи” ятлă юрра шăрантарса пурин кăмăлне те çĕклерĕç? “Ялта ĕçлекенсемпе профессие тирпейлекенсем! Профессилле уявпа сире ăшшăн саламлатăп? Ял ĕçченĕсен çут çанталăк панă ăс-хакăлĕ: вĕсем çĕрпе пĕлсе усă курни: ĕçе чунтан парăнни: çирĕплĕхĕпе чăтăмлăхĕ чăннипех те мухтава тивĕçлĕ”: _ тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Данилов. Анатолий Васильевич районта кăçалхи ĕççине мĕнле кăтартусемпе вĕçлени пирки кĕскен каласа кăтартрĕ: хресченсене малашне тата пысăкрах усĕмсем сунчĕ.
Унтан ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ М.Яковлев Михаил Яковлевич районти ял хуçалăх кооперативĕсен тата продукцие тирпейлекенсен ĕçри кăтартăвĕсемпе çитменлĕхĕсене тĕплĕн çутатса пачĕ.
Районĕпе кăçал пурĕ 18367 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культура çапса илнĕ. Вĕсен тухăçĕ гектар пуçне вăтамран 17:0 центнерпа танлашнă. “Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕнче ку кăтарту тата пысăкрах _ 23:9 центнер? “Луч” ЯХПКра _ 21:0: Ленин ячĕллĕ ЯХПКра 19:0: “Трудовой путь”ре 19:9 центнер: “Дружба” ял хуçалăх кооперативĕнче 18:4 центнер пулнă.
Сĕрулми: сахăр тата выльăх кăшманĕ: пахчаçимĕç вара савăнмалăх çитĕнеймен чылай çĕрте. Сулла чылай вăхăт шăрăх тăни выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре те витĕм кунĕ? Районĕпе 5552 тонна утă: 13921 тонна сенаж: 617 тонна силос: пĕр условнăй выльăх пуçне 20:3 центнер апат единици "пĕлтĕрхипе танлаштарсан 96 процент" хатĕрленĕ. Тăрмăшсене: тенеяльсене: тăвайсене: кармалсене: ураскассисене ырламалла ку енĕпе. Тата нумай-нумай кăтартусем илсе пачĕ М.Яковлев. Малта пыракансене ырăпа асăнчĕ: кăлтăксене пĕтермеллине: малашлăх задачăсене палăртрĕ вăл.
РФ çутçанталăк ресурсĕсен министерствин Чăваш енти управленийĕн представителĕ Г.Урмаков пирĕн районти çĕр ĕçченĕсем пирки лайăххине кăна каларĕ. “Чутеевский” ял хуçалăх кооперативĕнчи Л.Шерне механизатора “ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ” хисеплĕ ят пани пирки пĕлтерчĕ Геннадий Николаевич.
ЧР ял хуçалăх министерствин çĕр тата усентăрансемпе ĕçлекен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Титова пирĕн районти мухтава тивĕçлĕ хăшпĕр ĕçченсене Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем пачĕ.
Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Даниловпа тата унăн çумĕ М.Яковлев та ял хуçалăх кооперативĕсен тăрăшуллă работникĕсене укçан преми парса хавхалантарчĕç.
Савра сĕтел хушшинче калаçу малалла тăсăлчĕ. Райцентрти культура çурчĕн работникĕсем çĕр çыннисене савăнăçлă юрă-ташăпа хавхалантарчĕç тата. Ывăнма пĕлмесĕр ĕçлесен: пĕрле канма аван çав.
А.НИКИТИНА.