Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Çĕнĕлĕх

Çĕнĕлĕх Аукционра туяннă çĕр _ санăн харпăрлăх Иртнĕ уйăхра Тăрмăш ял администрацийĕ çĕнĕрен вырăн илсе çурт-йĕр лартакансем валли çĕр уйăрса парассипе торги йĕркелерĕ. Урăхла ăна çĕре сутни теме пулать. Ку ыйту халĕ сахал çынна пăшăрхантарать: мĕншĕн тесен нумайăшĕ ăна ăнланмасть. Хăшпĕрисем пирĕн çĕрсене ют çĕршыв çыннисем ярса илесрен те шикленеççĕ. Хальлĕхе çĕре ют çĕршыв çыннисене сутма Закон çук: паллă условисемпе вĕсем çĕре вăрах вăхăта арендăна кăна илме пултараççĕ. Районта торги туса кил-çурт çавăрма çĕр сутни пĕрремĕш хут. Ун пек тĕслĕхсем хальлĕхе республикăра та вăй илсех мар-ха. Хĕрлĕ Чутайпа Элĕк районĕсенче пулнине пĕлетĕп. Çавах та “пирвайхи пĕлĕм” çатма тĕпне çыпăçмарĕ: йĕркеллех пулчĕ. Тăрмăшсем çĕнĕлĕхсенчен шикленменни куçкĕрет. Вунă çул каялла çĕршывра çĕр реформине пуçăнсан: районсенче çĕр ресурсĕсемпе çĕрйĕркелỹ комитечĕсем йĕркеленсенех Тăрмăш ял администрацийĕнче республикăри семинар та ăнăçлă иртнĕ, терĕç. Ял администрацине ертсе пыракан В.Разин каланă тăрăх: тăхăрвуннăмĕш çулсенче Тăрмăшра пурăнмалли çурт-йĕр лартас ĕç питех те анлăн сарăлнă? “Ун чухне ял хĕрринче Çамрăксен урамĕ йĕркеленĕччĕ. Çурт-йĕр çавăрма малтанлăха 101 гектар çĕр уйăрса панăччĕ. Ку ытла та çителĕксĕр пулчĕ. Юлашки вунă çулта ял администрацийĕ çурт лартакансене пурĕ 466 гектар çĕрпе тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра Тăрмăшра 78, Лачкассинче 4 çемье çĕнĕ çурт лартаççĕ. Çурт-йĕр лартакансене патшалăх субвенци парса пулăшать. “Северная”, “Восточная”, “Солнечная” урамсенче те çурт-йĕр лартма 10-шар гектар уйăрнă. Ял администрацийĕнче пропискăра тăракан çын: кирек ăçта ĕçлесен те, ялта çĕр лаптăкĕ илме пултарать. Ку енĕпе чарак таврашĕ çук. Çавăнпа та кил-çурт çавăракансем хушшинче ялта ĕçлесе пурăнакан çынсене кăна мар: Канашра, Шупашкарта, Çĕпĕрте, Инçет Çурçĕрте ĕçлекенсене те куратăн. Юлашки çулсенче ял палăрмалла анлăланчĕ”, пĕлтерчĕ Владимир Валериевич. Ял администрацийĕн аллинче 755 га çĕр шутланать. Çав лаптăкран 533 гектарне ял йыша валеçсе панă. Юлнă 135 гектара Ленин ячĕллĕ хуçалăх арендăна илнĕ. Ялта 209 çемье çĕр лаптăкне пĕрер гектара çитернĕ. Тăрмăшри çĕр аукционне икĕ çамрăк çемье хутшăнчĕ ( иккĕрен кая пулсан, торги иртмен шутланать) Кузьминсемпе Макаровсем. Пĕрремĕшĕ Петр Николаевич Канашра чугун çул çинче ĕçлет. Кузьминсен пĕр ача пур. Валерий Васильевич Макаров пĕрлешỹллĕ хуçалăхăн хăма çуракан цехĕнче тăрăшать. Çĕр сутмалли конкурса райадминистрацин экономика тата пурлăх управленийĕн пуçлăхĕ Р.Гурина уçрĕ. А.Звонарев специалист кĕскен çĕр участокĕсемпе, вĕсен кадастр номерĕсемпе, лаптăксем ăçта вырнаçнипе паллаштарчĕ. Эпĕ торги ирттермелли йĕрке çинчен каласа кăтартрăм. Экологи фончĕн ертỹçи Н.Матвеев хăй енчен сутма тăратнă лаптăксене экологи тĕлĕшĕнчен сăнласа пачĕ. Унтан торги пуçланчĕ. Сутма тăратнă çĕр лаптăкĕн малтанлăха палăртнă хакĕ 1000 тенкĕ. Туянас текенсем ăна тупăшмалла 50-шар тенкĕ ỹстерсе пычĕç. Лаптăк хакĕ 1150 тенкĕне çитсен, В.Макаров ку суммăна тỹлеме килĕшмерĕ. П.Кузьмин вара 1150 тенкĕпе 10 сотăй çĕре хăйĕн харпăрлăхне туянчĕ. Çĕр лаптăкĕ ял çумĕнче, шывран йывăрлăх çук. Кĕрсе тухма çул пур. Малашне çурт-йĕр лартма çĕнĕ вырăн илекенсен пурин те çĕр лаптăкне торги урлă туянмалла пулать. Заявленисем пухăннăçемĕн кашни ял администрацийĕнчех аукционсем пулĕç. Çĕрпе тивĕçтерес ыйтусене вырăнти обществăлла хăйтытăмлăх совечĕсенче: президиум ларăвĕсенче пăхса тухаççĕ. Паллах: çĕрпе усă курас ĕçре йывăрлăхсем те пур-ха. Пирвай çĕр лаптăкĕсене пĕрер гектара çитернĕ хăшпĕр ял çыннисем техника: лаша çуккипе çĕре хăйсен вăйĕпе ĕçлесе хатĕрлеймеççĕ. Çавăнпа та унпа ăна пĕрлешỹллĕ хуçалăхсемпе çурмалла ĕçлесе хатĕрлеме тăрăшнă. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем вара сахал мар чухне уйрăм çыннăн çĕр лаптăкĕпе усă кураççĕ: анчах çĕр хуçине тыррине те, улăмне е уттине те памаççĕ. Сахал мар чухне тухăç япăххи, техника ванни, торпливо хакли çине йăвантараççĕ. Çынсем йĕркине лайăх пĕлмеççĕ. Çĕр хуçин пĕрлешỹллĕ хуçалăх администрацийĕпе çĕре мĕнле условипе пĕрле ĕçлесе хатĕрлес ыйтупа килĕшỹ тумалла. Çав килĕшỹ тăрăх (ăна мăн пухура йышăнса çирĕплетеççĕ) условире кăтартнине кайран хуçалăхран судпа шыраса илме пулать. Хăшпĕрисем çĕр пайĕпе усă курнăшăн субсиди тухмасран та шикленеççĕ. Çавăнпа та хăшпĕрисем пирвай илнĕ çĕр лаптăкне каялла тавăрса парас шухăшлă. Эпир унашкаллисене çĕр пурлăх шутланнине каласа ăнлантарма, ỹкĕте кĕртме тăрăшатпăр. Тăрмăшри пек çĕр аукционĕсем малашне кашни ял администрацийĕсенчех иртĕç. В.КУЗЬМИН. Райадминистрацин çĕрйĕркелỹ комитечĕн ертỹçи.


19 ноября 2002
00:00
Поделиться