Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Кашни каччăн тивĕçĕ

Кашни каччăн тивĕçĕ Пирĕнтен кашниех Тăван çĕршывшăн юрăхлă çын пулса çитĕнес: ялйыш: тăвансен асĕнче ырă ĕçсемпе кĕрсе юлас ĕмĕтпе пурăнать. Яш çулĕсене çитеççĕ те çамрăксем çар службине тăраççĕ. Хальхи вăхăтра 200 ытла каччă Тăван çĕршыв умĕнчи пĕрремĕш тивĕçе пурнăçлать? Калас пулать: самани çăмăл мар пулин те: ытларахăшĕ Тăван çĕршыва сыхлас ĕçе чыслăн: тỹрĕ кăмăлтан туса пыма тăрăшать. Çамрăксен камран тĕслĕх илмелли пур. Вĕсен ашшĕсемпе аслашшĕсем те: пиччĕшсемпе куккăшсем те çак таса тивĕçе чыслăн пурнăçлама тăрăшнă: хăюлăхпа паттăрлăхшăн правительство наградисене тивĕçнĕ ăрусен çыхăнăвĕ татăлман: çар чаçĕсен командованийĕнчен службăра тăракан ентешсен ашшĕ-амăшĕ: çар комиссариачĕ ячĕпе халĕ те тав çырăвĕсем килеççĕ. Акă çак кунсенче кăна Вăрманхĕрринчи Алексеевсем патне шалти çарсен ушкăнне ертсе пыракан В.А.Дадонов генерал-лейтенантран саламлă открытка килсе çитрĕ. Эдуард Алексеев рядовой шалти çарсен Çурçĕр Кавказ регионĕнчи ушкăнĕнче службăра тăрать, хăйĕн çарти тивĕçне кăтартуллă пурнăçласа пырать, ума лартнă задачăсене ăнăçлă татса парать, йĕркелĕхе, обществăри хăрушсăрлăха шанчăклă сыхлать, дисциплинăпа службăри ăсталăха ỹстерес ĕçре ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланать. Çар ушкăнĕн командующийĕ Эдуардăн амăшĕпе ашшĕне _ Майя Владимировнапа Вадим Васильевича çĕршыв валли шанчăклă хỹтĕлекен çитĕнтернĕшĕн тав тăвать. Çакнашкал тĕслĕх вуншар илсе кăтартма пулать. Тавах паян çĕршыва хỹтĕлекенсен ашшĕ-амăшне: вĕсене вĕрентнĕ тата воспитани панă шкул коллективĕсене. Çарпа патриотла воспитани парас ĕçрен вăрçă участникĕсем: ял администрацийĕсемпе шкулсен ертỹçисем те айккинче юлмаççĕ. Вĕсем çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăнаççĕ, çарпа флот чысне çỹллĕ шайра тытма: çар служби сумлă пулнине ĕнентерме тăрăшаççĕ. Вĕт çĕршыва хỹтĕлесси Руçре яланах сумлă пулнă. Кам та пулин ăна хурлама тăрсан. педагогсем ăна хỹтĕлеме чи малтан çĕкленнĕ. Вĕрентекенĕн витĕмĕ вăл мĕнле çын пулнинчен: унăн сумĕнчен питĕ нумай килет. В.И.Егоров (Йăнтăрчă шкулĕ), А.А.Пимулин (Тăвай шкулĕ), Н.Ф.Давыдов (Тушкил) пек педагогсем ытларахчĕ шкулсене. Вĕсем ачасем çирĕп вăй-халлă, сывлăхлă, Тăван çĕршыва юратса çитĕнччĕр, унăн шанчăклă хỹтĕлекенĕсем пулччĕр тесе нумай тăрăшаççĕ. Шкул вăйсăр: начар чухне çар та вăйлă пулма пултараймасть: тенĕ иртнĕ ĕмĕрти паллă дипломат А.М.Горчаков князь. Шел пулин те пурнăçра тỹнтерлĕхсем те тĕл пулаççĕ. Демократие хăшпĕр çамрăксем тĕрĕс мар ăнланаççĕ, хăйсен пĕрремĕш тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнма хăтланаççĕ. Акă Енĕш Нăрваш каччи Вячеслав Петров РФ Конституцийĕ ун валли мар тесе шутлать. Ахаль пулсан вăл çар службине тăмалли тивĕçрен тарса çỹремен пулĕччĕ. В.Петров хăйне çар учетне тăратнă çĕре пымасть, “Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен” Федераллă Закона сĕмсĕррĕн пăсать. Тăвайри Арнольд Гурьевпа Григорий Алексеев тата Андрей Иванов, Чутейри Денис Курак та унран тĕслĕх илесшĕн пулас. Пĕлеççĕ-ши асăннă çамрăксем хăйсем район чысне, ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕсен ятне вараланинею. Паллах, вĕсем законпа килĕшỹллĕн явап тытассинчен пăрăнса юлаймĕç. РФ Конституцийĕн 59-мĕш статйине пăсакансене административлă йĕркепе кăна мар, уголовнăй йĕркепе те явап тыттарма пултараççĕ. Асăннă çамрăксен хăтланăшĕсене вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансем кăна мар, хăй вăхăтĕнче çар машинисен штурвалне тытнă, салтак кутамккине йăтса курнă, тар шăршине шăршласа пăхăнă запасри çар служащийĕсем те тивĕçлĕ хак парĕç тесе шутлатăп. В.ФОМИН подполковник. Районти çар комиссарĕ.


19 ноября 2002
00:00
Поделиться