Физкультурăпа спорт тимлĕхре
Физкультурăпа спорт тимлĕхре
Хальхи вăхăтра ỹссе пыракан çамрăк ăрăвăн сывлăхĕ пирки питĕ тимлеççĕ. “Физкультура: сывă пурнăç йĕрки вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче тивĕçлĕ вырăнта тăмалла”: _ тесе палăртнăччĕ вĕрентекенсен республикăри канашлăвĕнче Н.В. Федоров Президент.
Физкультурăпа тата спортпа туслă пулни ачасене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма хистет. Çакна Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕ те лайăх ăнланать. Кăçал пуçланнă вĕренỹ çулне эпир сывлăха халаллама тĕллев тытрăмăр? Çавăнпа виçĕ уйăх хушшинче ку енĕпе чылай мероприятис йĕркелеме пултартăмăр. Районта тата республикăра иртекен тĕрлĕ ăмăртусене тăтăшах хутшăнаççĕ тушкилсем: малти вырăнсене йышăнаççĕ.
Пирĕн шкулта çăмăл атлетика: волейбол: футбол хисепре? Теннисла: баскетболла та вылятпăр. Хĕл кунĕсем çитнĕ май йĕлтĕр çине тăчĕç вĕренекенсем.
“Зарница”: “Орленок” çарпа спорт вăййисенче: шашка-шахмат турнирĕсенче 5-11 классем активлăх кăтартаççĕ.
Çакна палăртма кăмăллă: Тушкилти вăтам шкулта ДЮСШ филиалĕ ĕçлет (тренерĕ В.Захаров). Унта çỹрекенсем республикăна кайма тивĕçлĕ пулаççĕ: каялла çĕнтерỹпе таврăнаççĕ тăтăшах? 20 çул ĕçлекен физкультура учительне Н.Давыдова нумаях пулмасть “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ” хисеплĕ ят тата физкультурăпа спорт ăмăртăвĕсенче активлăх кăтартнăшăн кăçал пирĕн шкула Чăваш республикин вĕрентỹ министрĕ Г.Чернова 10 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕсем пани те тушкилсем сывă пурнăç йĕркишĕн чăнах та лайăх тăрăшнине çирĕплетет. Вĕренекенсене сывлăхлă: вăй-халлă тăвас ыйтупа çулла районти семинар та пирĕн патăрта ахальтен иртмен ĕнтĕ
В.ПЕТРОВ:
шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ