Краткие очерки
“Ялти шкулсене компьютерсемпе тивĕçтересси” федераллă проектпа килĕшỹллĕн пире те начар мар тивĕçтерчĕç? Вунă ытла компьютер халь шкулта? Çĕнĕ технологи вăрттăнлăхĕсене урокра пĕтĕм класа вĕрентме май пур. Интернет çыхăнăвне те йĕркелесе çитерсе пыратпăр”, тет Валерий Алексеевич. 23 çул вăй хурать вăл шкулта: физикăна вĕрентнĕ чухне компьютер пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни пирки асăнать.
Çын пуласси ачаран паллă: тесе калаççĕ. Уснĕ май мĕнле вĕренесси вара пуçламăш классенче еплерех пĕлỹ илсе юлнинчен те чылай килет. Çавăнпа пуçламăш классене вĕрентекенсен ĕçĕ пысăк пахалăха тивĕçлĕ. Л.Яковлева №сăн ỹкерчĕкре№ Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта 21 çул вăй. Çак тапхăрта кĕçĕн çулсенчи чылай ачана пĕлỹ панă: ашшĕ-амăшĕнчен ăшă сăмах пĕрре кăна мар илтнĕ.
Лайăх хушма хуçалăх
Шкулта лайăх пĕлỹ илме хăнăхтарнисĕр пуçне: çанă тавăрса вăй хума тата ĕçлекен çынна хисеплеме вĕрентеççĕ. Пахчара тата садра çулсерен начар мар тухăç çитĕнтереççĕ: микрофермăра сыснасем пăхаççĕ. Тата 15 гектар çĕр илнĕ. Çапла майпа пысăк суммăлăх продукци туса илеççĕ тушкилсем. Пĕр пайне ачасене апатлантарма яраççĕ. Шкула юсама: коллективра тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме: республикăри ăмăртусене хутшăнма каякан тăкаксене хăйсем тăрăшса ĕçлесе саплаштараççĕ: ыттисем пек спонсор шырамаççĕ.
Микрофермăра халь 4 сысна ами пур. Вĕсене В.Иванов рабочи пăхать. “Столовăйри апат юлашкийĕсем те сая каймаççĕ . Ерттерсе çăвăрлаттарсан: хăшпĕр çулсенче пурĕ 40 ытла çура та пулнă”: _ пĕлтерет Валерий Вячеславович.
Республикăри “Чи лайăх хушма хуçалăх” смотр-конкурса хутшăннă пĕлтĕр Тушкил шкулĕ. Çĕнтерỹçĕ пулса тăнă: 22 пин тенкĕлĕх парне №мотоблок: пахчара ĕçлемелли инвентарьсем№ илме тивĕçлĕ пулнă.
Вăрмарсене çĕрулми пухма пулăшнă кăçал кĕркунне ачасем: 5 гектар çинче сахăр кăшманĕ çитĕнтернĕ. Песукне илсе килсе пĕтермен-ха.
В.НИКИТИН.