Тушкилсем те хутшăннă
Тушкилсем те хутшăннă
Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕ тивĕçлĕ шайра пултăр тесен: шкулта тирпейлĕх: йĕркелĕх: тасалăх тата илем хуçаланмалла. Çакна шута илсе районти вĕрентỹ пайĕ шкул коллективĕсем хушшинче конкурс ирттерчĕ.
Тăватă номинаци тĕллевĕсене пурнăçлама коллективсене пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Тушкилсем те хутшăнчĕç: чылай ĕç туса ирттерчĕç. Шкул территорине тирпейлерĕç: вĕренỹ çуртне: картасене юсарĕç. Коридорсемпе классене сăрланă: тĕрлĕ стендсем çакса илемлетрĕç. Шкулта костюмпа кăна çỹресси йăлана кĕнĕ. Йĕркелĕхе пăхăнаççĕ вĕренекенсем. Тасалăх мĕнле шайра пулнине тĕрĕслесех тăнă. Асăннă ыйтусемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ. Конкурса пĕтĕмлетнĕ ĕнтĕ: тушкилсене лайăх енĕпе палăртса хăварнă.
Н.АНДРЕЕВА.