Законсене пĕлмесен - пурнăма йывăр
Законсене пĕлмесен - пурнăма йывăр
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн “Республика” хаçачĕ чылай çул ĕнтĕ республика парламенчĕ йышăнакан законсене вырăсла пичетлесе тăракан пĕртен-пĕр издани пулса тăрать. Чăвашла вара вĕсемпе “Хыпар” хаçатра паллашма пулать.
Законсемсĕр пуçне пирĕн хаçатра çĕршыври тата республикăри политика: культура: искусство: спорт хыпарĕсем те пичетленеççĕ. Опытлă юристсем çынсене кăсăклантаракан ыйтусене пĕлсе хуравлаççĕ: тĕрĕс пурăнма ыйтаççĕ.
Чăннипех те республикăн нумай енлĕ пурнăçне анлăн çутатма ăнтăлать хаçатăмăр. Чăваш ен парламенчĕ еплерех законсем хатĕрлет: депутатсемпе комитетсем мĕнлерех ыйтусене татса парассипе тимлеççĕ: халăх тарçисем хăйсен округĕсенче суйлавçăсене йышăнса вĕсен ыйтăвĕсене кирлĕ пек татса параççĕ-и: халиччен йышăннă законсем пурнăçа еплерех кĕрсе пыраççĕ _ çак ыйтусене те хаçат анлăн çутатма тăрăшать. Республикăри паллă çынсем пирки çырса тăни те эпир вулакансемпе тытакан çыхăнусене çирĕплетме пулăшать. Вулакансем телевидени программисене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
“Республика” хаçат кашни хуçалăх пуçлăхĕн сĕтелĕ çинчи шанчăклă пулăшуçă пултăрччĕ.
А.ПАВЛОВ.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн пресс-секретарĕ.