Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пултаруллă вĕрентекенĕн пултаруллă вĕренекенĕ

Пултаруллă вĕрентекенĕн пултаруллă вĕренекенĕ

Пултаруллă вĕрентекенĕн
пултаруллă вĕренекенĕ
Тăвайри вăтам шкулăн 9-мĕш класне куçнă Сергей Петров çуллахи каникулта Хура тинĕс хĕрринче “Орленок” лагерьте канчĕ. Çакна вăл çамрăк ЮИДçăсен (çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен) республикăри ХV слетне хутшăнса тивĕçрĕ. Унта Сергей республикăри чи лайăх ЮИДçă пулса тăчĕ: ăна “Орленока” каймалли 20 кунлăх путевка тата магнитофон парнелерĕç.
 ”Орленокра” çав тери килĕшрĕ. Эпĕ унта таçтан та пынă ачасемпе паллашрăм. Хĕвел çинче хĕртĕнсе, шыва кĕрсе, яхтăпа, скутерпа (шыв мотоциклĕ) ярăнса савăнтăм, экскурсисене, походсене çỹрерĕмĕр. Тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсене, “Орленок” лагерь йĕркеленнĕренпе 45 çул тултарнине уявлама хутшăнтăмăр. Иосиф Кобзон юрланине итлерĕмĕр. Чăвашран эпир 6 хĕр ача та 4 арçын ача пултăмăр. Апат лайăх çитереççĕ. Улма-çырла сĕтел çинчен татăлман- каласа пачĕ Сергей киле таврăннă хыççăн.
 Машинăпа вăл шкула çỹреме пуçличченех туслашнă. Хальхи вăхăтра мотоциклпа та, кирек мĕнле автомашинăпа та çỹреме пултарать, “БМВ” таранах. Усĕм çулĕ çитес-тĕк паян тесен паян права илме пултарать. Ахальтен-и республикăри чи лайăх ЮИДçă!
 Тĕрлĕ интереспе çитĕнет ача. Тантăшĕсемпе волейболла, футболла вылять, хĕлле йĕлтĕрпе чупать. Йĕлтĕр тенĕрен, вăл хăйĕн ỹсĕмĕнче шкулта вăйлисенчен пĕри, ăмăртусенче шкул чысне хỹтĕлет. “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ” ăмăртусене те хутшăнчĕ кăçал. Çĕнĕ Пуянкассинчи I разрядлă Саша Романовпа Эдик Николаевран (Тăвай) кăшт кăна юлса пырать. Вĕренỹре те йăлтах ăнăçлă Сергейĕн, вăл ударник. Пуринчен ытла физикăна тата компьютера кăмăллать. Çул-йĕр правилисемпе вара куллен кăсăкланать, “Юный техник”, “За рулем” журналсене тăтăш алла тытать.
 Вĕренекен вĕрентекенрен пуçланать. Ку енĕпе Сергей телейлĕ темелле. Унăн вĕрентекенĕ Юрий Витальевич Михайлов чăннипех пултаруллă преподаватель. Çак ĕçе вăл Тăвай шкулĕнче 1988 çултанпа туса пырать. Вуншар çамрăка вăхăтра асăрхаса, вĕсен кăсăкланăвне араслантарса пынă вĕрентекен. Тĕрĕссипе вăл хăйĕн ашшĕн Виталий Кузьмич Михайловăн ĕçне малалла тăсса, лайăхлатса пырать. Тăвай шкулĕнчи  ЮИДçăсем республикăра кăна мар, Раççейри ăмăртусенче те палăрнă, икĕ хутчен малти вырăнсене йышăннă. “Республикăри ăмăртусене эпир 3-4 команда таранах илсе кайма пултаратпăр, анчах конкурс условийĕсем тивĕçтерменнипе тата укçа-тенкĕ йывăрлăхне пула çакна тумастпăр,” - тет Юрий Витальевич.
 Юлашки 8-9 çулта çамрăк инспекторсенчен “Артека” е “Орленока” кайма путевка çĕнсе илнĕ ачасенчен 3-мĕшĕ пулчĕ кăçал Сергей Петров. Унччен маларах Арнольд Гурьев, вара Сергей Федотов кайнăччĕ, 1990 çулта çамрăк инспекторсен конкурсне çĕнĕрен пуçарса янă хыççăн Тăвай шкулĕнче вĕренекенсем республикăри ăмăртусене пĕрремĕш хут хутшăнса тỹрех мала тухнăччĕ. Пурĕ 3 хутчен 1-мĕш вырăн йышăннă вĕсем, 15 çул ĕнтĕ çуллен малтисен ретĕнче пыраççĕ. Конкурса ăнăçлă хутшăнас-тăк, правилăсене кăна пĕлни çителĕксĕр, кунта вăй-хал аталанăвĕпе пĕлỹ те, тавçăрулăх та, юрлама-ташлама пултарни те кирлĕ. Вĕрентекен автоĕç урокĕсенче предмета кам мĕнле пĕлнине асăрхать, çак ĕçпе кăсăкланакана кружока çырăнма сĕнет. Занятисенче кружок членĕсем теорие шĕкĕлчеççĕ, конкурссемпе викторинăсене хутшăнаççĕ, стена хаçачĕсем кăлараççĕ. Тепĕр çул ГИБДД инспекторĕсемпе тĕрĕслеве те тухаççĕ. Кăçал та çамрăк ЮИДçăсем республикăри слета вăйлă составпа кайрĕç. Сергей Петров чи вăйлă ЮИДçă пулса тăчĕ. Ю.Михайловăн хĕрĕ Олеся (команда капитанĕ) пирвайхи медицина пулăшăвĕ парассипе 1-мĕш пулчĕ. Толя Димитриев “Городокра” палăрчĕ. Вĕренỹ отличници Кира Димитриева слетран таврăннă-таврăнман “Зарницăна” тухса кайрĕ. Пирĕн “зарничниксем” республикăра 1-мĕш пулчĕç. “Артека” кайма путевка çĕнсе илчĕç.
 Тăвайри вăтам шкулăн çамрăк инспекторĕсене, вĕсен преподавательне Ю.Михайлова çĕнĕ вĕренỹ çулĕпе саламлатпăр, район чысне ỹлĕм те çỹлти шайра хỹтĕлесе пыма ăнăçу сунатпăр.

 



"Ял ĕçченĕ"
06 сентября 2005
00:00
Поделиться