Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тармашра - уяв.

Тăрмăш – районти чи пысăк ялсенчен пĕри. Кунтан сахал мар паллă çын тухнă: пысăк вырăнсенче ĕçленĕ çынсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, ял хуçалăх производствинче пысăк кăтартусем туса патшалăх наградисене, ял-йыш чыс-сумне тивĕçнисем, спортсменсем. Физкультурник кунне ял уявĕпе пĕрлех ирттерме шутлани ăнсăртран та мар пуль. Ялта физкультурăпа спорт яланах хисепре. Тăрмăшсем районти спорт аталанăвĕ çине те пысăк витĕм кÿреççĕ. Çамрăксем ветерансен ырă йăлисене малалла тăсаççĕ. Футбол, волейбол, теннис, шашка вăййисем, йĕлтĕрпе кире спорчĕ т.ыт.те кунта яланах хисепре пулнă.

Уява ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.Разин уçрĕ. Тăвай районĕн пуçлăхĕ Н.Ивановпа "Акконд" кондитер фабрикин генеральнăй директорĕ В. Иванов, депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ Ю.Алексеев, ĕç ветеранĕ, ял старости А.Антонов саламларĕç ял-йыша уявпа, производствăра, спортра, кулленхи пурнăçра ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунчĕç. Район пуçлăхĕ Н.Иванов Тăрмăшри ветучасток заведующине А.Григорьевана нумай çул тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн районăн Хисеп грамотипе наградăларĕ.

Уяв илемĕ, паллах, юрă-ташăсăр пулмасть. Тăрмăшсем искусствăна яланах çывăх тăнă. Кунти хор аллăмĕш çулсенче Мускава çитнĕ. Çак ялта Александр Васильев, Николай Казаков, Юрий Григорьев композиторсем, Николай Дмитриев юрăç, Сергей Иванов артист ÿссе çитĕннĕ. Ял-йыш культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх кружокĕсене йышлăн хутшăнать. Унта ачасемпе пĕрле 280 яхăн çын çÿрет. Культура программине ялти ача садне çÿрекенсен фольклор ансамблĕ уçрĕ. Е.Капитонова педагог-музыкçă ертсе пынипе пĕчĕккисен коллективĕ ачасен районти "Пĕчĕк-çеç путене" фестивалĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ялти художество пултарулăх коллективĕсемпе "Çĕрпÿ ен" ансамбль "унăн солисчĕ Тăрмăшра çуралса ÿснĕ Николай Суракин" куракансене уяв тăршшĕпех юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Юлашкинчен хор 1954 çулта колхоз хорĕ Мускавра Кремль сцени çинче юрланă юрра пурнăçларĕ.

Концерт вăхăтĕнчех спорт вăййисем пычĕç. Хăйсен ентешне В.Васильева асăнса ирттернĕ футбол турнирне тăрмăшсемсĕр пуçне Тушкил, Енĕш Нăрваш, Шупашкар футболисчĕсем хутшăнчĕç. Турнир йĕркелÿçисем хăйсем 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Шупашкарсем 2-мĕш, нăрвашсем 3-мĕш пулчĕç. Пуянкассипе райцентрти ветеран-волейболистсемпе Тăрмăш волейболисчĕсем хушшинче çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Зал хуçисем 3:2 шутпа çĕнтерчĕç.

Кире пуканĕ йăтассипе П.Моисеев мала тухрĕ "пукана 65 хутчен туртса илсе çĕклерĕ". Юрий Буинцевпа унăн ывăлĕ Эдуард 50 хутчен çĕклеме пултарчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче ку енĕпе Звенислава Матросова палăрчĕ. Ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем 6 виçе категорийĕнче тупăшрĕç. 70 килограмран йывăр мар кĕрешÿçĕсем хушшинче Шупашкар хулин, 50 килограмран йывăр мар виçе категорийĕнче Çĕрпÿ спортсменĕсем çĕнтерчĕç. Вăрманхĕррисемпе чÿкçырмисем, тăрмăшсем хăйсем те малтисен шутне кĕме пултарчĕç.

Мала тухнă командăсене, уйрăм спортсменсене пурне те ял хутлăхĕн грамотисемпе парнесем парса хавхалантарнă. Уявра суту-илÿ точкисем ĕçлерĕç. Ял хĕрринчи стадионта çĕрлечченех хаваслă кĕвĕ-çемĕ янăрарĕ, уяв шавĕ тăчĕ. Хăнасем, ял-йыш уявра ташласа савăнчĕç. Уяв чăннипех ăнăçрĕ. Вăл тĕрлĕ ăру çыннисене тĕл пултарчĕ, савăнăç парнелерĕ, хастарлăх кÿчĕ.


29 сентября 2006
00:00
Поделиться