Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

ПĔР УРАМРИ УЧИТЕЛЬСЕМ

Вĕрентекенсен професси уявĕ пулчĕ нумаях пулмасть. Мĕн тери пысăк та пархатарлă ĕç тăваççĕ вĕсем. Çавăн çинчен çав тери ырă сăмахсем калас килет. Учительсем пирĕн асатте-асаннесене, атте-аннесене вĕрентнĕ, халĕ эпир вĕсем патĕнче ăс пухатпăр.

Пĕррехинче учительсем калаçнине итлеме тÿр килчĕ: “Интереслĕ, çав Плеханов урамĕнче кăна 21 çын шкулта ĕçленĕ е халĕ те ĕçлеççĕ”. Ку – шăпах эпĕ пурăнакан урам. Манăн вĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес, ĕçне хисеплесе ячĕсене палăртас килчĕ. Уяв умĕн килсерен çÿрерĕм, калаçрăм, тĕпчерĕм, уявпа саламлама манмарăм.

Акă пĕр киле кĕрер-ха. Кунта Яковлев Петр Яковлевичпа унăн мăшăрĕ Маргарита Егоровна пурăннă. Петр Яковлевич аслă пĕлÿллĕ çын пулнă. Вун икĕ çул парти райкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ. 1977-1987 çулсенче Тăрмăш шкулĕн директорĕ пулнă, шкулăн хальхи çуртне тутарнă. Унăн ĕç стажĕ 42 çулпа танлашнă. Вăл РСФСР тата СССР халăх çутĕç отличникĕ-мĕн. Маргарита Егоровна Лачкасси, Нăрваш, Кармал тата Тăрмăш шкулĕсенче пуçламăш класс ачисене 33 çул вĕрентнĕ. Комсомол райкомĕн секретарĕнче те ĕçленĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Вĕсен хĕрĕ Анна Петровна пединститутран вĕренсе тухнă, Нăрвашра пионервожатăйра ĕçленĕ. Халĕ Çĕнĕ Шупашкарта чăваш чĕлхи вĕрентет.

Юнашар Антоновсен çемйи пурăнать. Ку килтен пилĕк учитель тухнă. А.П.Порфирьев "Жаворонков" Тăрмăшран учителе вĕреннĕ пĕрремĕш çын, 1889-1896 çулсенче Тăрмăшра вĕрентнĕ. Унăн ывăлĕ Кирилл Ленинградра пединститут пĕтернĕ хыççăн Тверьти педучилищĕре вĕрентнĕ. Анчах вăрçăран таврăнайман. Ялти пĕрремĕш учителĕн Порфирьевăн мăнукĕ Анатолий Сергеевич Антоновпа мăшăрĕ Роза Георгиевна тата вĕсен ывăлĕ Сергей виççĕшĕ те педагогика пĕлĕвĕ илнĕ. Анатолий Сергеевич ялти шкулта физкультура вĕрентнĕ, Роза Георгиевна пуçламăш классенче ĕçленĕ. Вĕсем çĕршер ачана пĕлÿпе воспитани панă, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура.

Антоновсене хирĕç çуртра каллех учительсем çуралса ÿснĕ. Кусем – Яковлевсем: Николай Яковлевич Ленинградри комвоспитани академине пĕтернĕ хыççăн Тушкилпе Тăрмăш шкулĕсенче вăй хунă, унăн шăллĕ Михаил Яковлевич нумай çул Канашри педучилищĕре ĕçленĕ.

Акă кĕтесре Васильевсен çурчĕ. Георгий Васильевичпа мăшăрĕ Надежда Алексеевна ялти шкулта ĕçлесе пенсие тухнă, чи хисеплĕ çынсенчен пĕрисем пулнă. Хăйсем çĕре кĕнĕ ĕнтĕ, анчах вĕсен ачисем, Александрпа Ольга, аслă педагогика пĕлĕвĕ илнĕ. Александр Георгиевич Мускаври Гнесинсен ячĕпе хисепленекен музыкăпа педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн Шупашкарта вăй хурать. Вăл Чăваш Енĕн ертсе пыракан композиторĕ, академик, искусствăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Васильевсен кинĕ Софья Николаевна Васильева та педагог, нимĕç чĕлхи учителĕ, шкул библиотекинче ĕçлет.

Васильевсен кÿрши Антонов Петр Антонович фронтран таврăнсан ял ачисене çар ĕçне вĕрентнĕ. Унăн мăшăрĕпе Анастасия Андреевнăпа йăмăкĕ Зинаида Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ. Юнашар килти Дмитриева Галина Ларионовна та хăй вăхăтĕнче çав училищĕрех вĕреннĕ, унтан ĕçленĕ.

Вĕсене хирĕç çул урлă Любовь Власовна Андреева пурăнать. Пединститут пĕтернĕ хыççăн вăл Нăрвашпа Мучар шкулĕсенче вĕрентнĕ. Халĕ Тăрмăшри тĕслĕх библиотекинче тăрăшать.

Паянхи кун Тăрмăш шкулĕнче ĕçлекенсен шутне Владислав Ивановичпа унăн унăн мăшăрне Нина Андреевна Денисовсене те кĕртмелле. Пĕри – биолог, тепри – чĕлхеçĕ. Çак кунсенче Нина Андреевнан çуралнă кунĕ пулчĕ, вăл 55 çул тултарчĕ. Юратнă вĕрентекенĕме чĕререн саламлатăп, вăрăм та сывлăхлă кунçул, телейпе ăнăçу сунатăп.

Çак урамри вĕрентекенсен шутĕнче манăн асаттепе асанне те нумай çул ачасене вĕрентес ĕçре тăрăшнă. Асатте – Петр Григорьевич Григорьев – 1920 çулта çуралнă. Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн вăл ялти шкулта 1950-1980 çулсенче биологи, нимĕç чĕлхи тата ĕç урокĕсене вĕрентнĕ. Ĕç урокĕсенче вăл ачасемпе пĕрле сахал мар йывăç лартнă. Халĕ çав йывăçсем вăрман пек кашласа лараççĕ. Ачасене вăл çутçанталăка юратма, унпа типтерлĕ пулма, ĕçе юратма вĕрентнĕ. Асатте Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн нумай орден-медале тивĕçнĕ. Вăрçăри самантсем çинчен вăл ачасене сахал мар каласа панă ĕнтĕ. Шел пулин те, йывăр чирлесе выртнă хыççăн, 1989 çулта асатте вăхăтсăр çĕре кĕрет. Унăн мăшăрĕ, манăн асанне, Екатерина Васильевна, 1923 çулта çуралнă. Вăл та Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухнă, Ураскасси, Вăрманхĕрри, Нăрваш шкулĕсенче кĕçĕн классенчи ачасене пĕлÿ панă. Асаннен ĕç стажĕ 26 çул. Çумăр çăвать е çил-тăман вĕçтерет, ниме пăхмасăр вăл Нăрваша çурран кайса килнĕ.

Плеханов урамĕнчен çавăн чухлĕ вĕрентекен тухнăшăн савăнатăп. Унашкал урам районĕпе те урăх çук пуль. Манăн та ялти шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухса, учительсен сумлă та пархатарлă профессине суйласа илес, тăван шкулта ачасене вĕрентес килет.



"Ял ĕçченĕ"
17 октября 2006
00:00
Поделиться