Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

АПК АТАЛАНĂВĔ ЫРЛĂХ-ПУРЛĂХ ĔÇПЕ ХУТШĂНАТЬ

Эпир Енĕш Нăрвашра иртнĕ эрне вĕçĕнче пултăмăр. Кĕрхи йывăçсем пикенсех çырусем вĕçтеретчĕç. Таврара тарăн кĕркунне. Çавна май çанталăк тепĕр куннех пĕр вăхăта пăсăлчĕ пулин те, анчах эпир Енĕш Нăрвашра çÿренĕ чухне хĕвел пăхатчĕ. Хĕвелпе вара пурнăç савăкрах. Кун пек чухне алла усса ларас килмест. Енĕшнăрвашсем те колхоз ĕçĕнче тăрмашатчĕç. Тырпулпа паранкăна пухса кĕртнĕ пулин те, çавах та ĕç пĕтменччĕ-ха хуçалăх уйĕнче: выльăх кăшманĕпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр кăларса хатĕрлетчĕç, суха тăватчĕç, ферма еннелле утă рулонĕсем тиенĕ машинăсемпе тракторсем иртетчĕç. Çăмăл мар ку чухне ял хуçалăхне. Анчах йывăрлăха çĕнтерме тăрăшмасан вăл ытларах та вăй илсе пыма, тарăнрах та тарăнрах тымар яма пултарать.

Енĕшнăрвашсем çакна, паллах, питĕ лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа вĕсем кăçал 1457 гектар çинче тырă-пулă ÿстернĕ, кÿршĕллĕ кушкăсен çĕрне те акнă. Чĕпсене вара, пĕлетпĕр, кĕркунне шутлаççĕ. “Красная Чувашия” ЯХПКра кашни гектар вăтамран 19 центнер тухăç панă, пурĕ 25020 центнер тырă кĕнĕ йĕтеме. Çĕрулмине вара, хайхи “иккĕмĕш çăкăра”, кашни гектартан 180 центнер кăларса пухнă. Начар мар ĕнтĕ. Анчах хуçалăх ертÿçи В.В.Филиппов урăхла шухăшлать: “Тырă ытларах та туса илме тăрăшмалла пирĕн, тухăçа чылай ÿстермелле. Çак тĕллевпе специалистсен те, ыттисен те пĕр çĕре сурмалла, пĕр тĕллевпе канăçсăрланса ĕçлемелле”, –терĕ вăл.

Кăçал енĕшнăрвашсем пуçласа выльăх апачлĕх пăрçа "кормовые бобы" та акса тунă. Тикĕс те парка шăтнăччĕ вăл çуркунне. Ăна вăрлăхлăх акма 6 тонна туяннă пулсан, кĕркунне 85 тонна çапса илнĕ. Белока пурнăç никĕсĕ тетпĕр пулсан, ку вăл – белоклă апат.

Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса, кăçал хуçалăхра кĕр тыррисем иртнĕ çулхинчен чылай нумайрах акса хăварнă: пурĕ 278 гектар йышăннă вĕсем. Çак шутран Безенчукская 380 сортлă кĕрхи тулла 80 гектар вырăн панă. Асăннă сорт, специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, тухăçлă, хĕл лайăх каçать, юр кăвакăшĕпе пит сиенленмест. Кĕрхи ыраш та Безенчукская сортлиех, анчах – Безенчукская 78.

Вăрлăхсене Премис 200 препаратпа имçамласа акнине пĕлтерчĕ В.А..Шутов тĕп агроном, 35 гектарне, кĕрхи тулла, хлорлă кали те панă, терĕ.

Кĕрхи тулă лаптăкĕ асфальтлă çулпа яла çитсе пынă çĕртех, сылтăм енчи пусăра ешерет. Вăхăтра, агротехника тĕлĕшĕнчен чи лайăх сроксенче акнă кĕр калчисем чылай лайăхрах вăй илнĕ. Вĕсем, ем-ешĕлскерсем, пулас тухăç калчисем.

Машина-трактор паркĕпе хуçалăх йĕтемĕ çывăхĕнчи пусăра “хурçă утсем” люцерна пăсаççĕ. ПЛН–4-75 йышши отваллă плугсемпе сухаласа хатĕрлеççĕ “кивелнĕ” анана. Вĕсем Петр Герасимовпа Анатолий Николаев механизаторсем пулнине каларĕç. Ку пусăра çитес çул çĕрулми пулĕ. Ăна енĕшнăрвашсем çуллен люцерна пулнă уя лартса тăваççĕ, çапла майпа тухăçлă çĕрулми çитĕнтереççĕ.

Кĕçех сухаçăсем патĕнче председатель УАЗикĕ те курăнчĕ. Эпир вара В.Филипповпа маларах çеç хуçалăхăн машина-трактор паркĕнче курса калаçнăччĕ.

Парк тенĕрен, кунта халĕ комбайнсемпе ытти ял хуçалăх машинисене хĕл каçма упрама вырнаçтарас тĕлĕшпе тимлеççĕ. Паллах, хăшпĕр юсав ĕçĕсем те пыраççĕ. Сăмахран, мастерскойра тăрмашатчĕç хăшпĕр механизаторсем.

Хуçалăхри пысăк производство участокĕсен шутĕнче – фермăсем. Вĕсенче çулталăк тăршшĕпех продукци туса илеççĕ, çавна май тупăш та вĕсенчен хуçалăх кассине çулталăк тăршшĕпех пырса тăрать. Кăçалхи 9 уйăхра фермăсенче чĕрĕ виçепе 656 центнер "пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 761 центнер" аш-какай, 6750 центнер "пĕлтĕр 5133 центнер" сĕт туса илнĕ. Урăхла каласан, сĕте иртнĕ çулхинчен 32 процента яхăн нумайрах туса илме пултарнă. Иртнĕ уйăхра вара, сентябрьте, ку кăтарту 149 процентах çитнĕ" 559 центнертан 828 центнера çити ÿснĕ". Чи лайăххи – асăннă ÿсĕме выльăхсен продуктивлăхне хăпартса пынă никĕс çинче тунă. Çакна халĕ илсе кăтартакан цифрăсем те уçăмлă кăтартса параççĕ: пĕлтĕр тăхăр уйăхра кашни ĕнерен 2005 килограмм сĕт сунă пулсан, кăçал – 2986 килограмм. Тепĕр майлă каласан, хушăм 149 процентпа танлашать. Çапла вара Енĕш Нăрвашри ферма ĕçченĕсем кăçал çулталăк вĕçленнĕ тĕле, районти Е.А.Михайлова тĕп специалист-зоотехник шутласа пăхнă пекех, кашни ĕне пуçне 3500 килограмран кая мар сĕт сума пултараççĕ.

Хуçалăхра сысна ашĕ туса илесси те интенсивлă çул-йĕрпе аталанать теме пулать. Кăçалхи 9 уйăхра кунта 204 центнер "пĕлтĕр 173 центнер" сысна ашĕ туса илнĕ. Сыснасене фермăра çĕнĕлле технологипе самăртаççĕ, типĕлле тăрантараççĕ. Талăкри ÿтхушаслăх икĕ хута яхăн пысăкланнă умĕнхи çулхинчен.

Выльăхсен йышне те чакарман фермăсенче, сыснасем кăштах хушăннă та. Çамрăк выльăхсем те ытларах кăçал.

Çитсе пыракан хĕл тапхăрне те ăнăçлă ирттерессе шанма пулать. Выльăх апачĕ пур, витесене хĕле хатĕрлеме тăрăшнă. Халĕ тăвакан ĕне вити тăррине те витсе хунă. Ĕнесене хальхи вăхăтра утă-улăм та, сенажпа выльăх кăшманĕ те, концентратлă апатсем те тивеççĕ.

Хуçалăх ĕçĕ нумай енлĕ. Хуçалăха ертсе пыракансем, специалистсем, уй-хирпе фермăсенче ĕçлекенсем, механизаторсем пĕр тĕллевпе, пĕр шухăш-кăмăлпа ĕçлени ăна чылай ăнăçлăрах та тупăшлăрах туса пыма май парĕ.



"Ял ĕçченĕ"
31 октября 2006
00:00
Поделиться