ЭРЕХПЕ АШКĂНАССИНЕ ХИРĔÇЛЕСЕ
Ĕçме пăрахма пулать
Телевизорпа халь тĕрлĕ темăпа калаçусем хускатаççĕ. Нумаях пулмасть пĕр передачине курма тÿр килнĕччĕ. Эрехпе ашкăнакансем пирки сăмах пырать. “Эпĕ алкоголик пулнă, аллă çулалла çывхаратăп. Хам астăвасса çамрăкранпах черккепе туслашнă. Арăмпа пĕрре уйрăлнă, унтан тепре пĕрле пурăнма пуçланă. Эрне хушшинче пĕр ещĕк эрех ĕçсе яни те пулнă пуль. Мăшăрăм каллех тухса каясси пирки хăрататчĕ. Пĕррехинче пĕччен юлсан, тĕкĕр умне пырса тăтăм. Хам сăна курсан хăраса ÿкрĕм. Палламалла мар улшăннă эпĕ. “Çакнашкал пурнăç курма çуралнă-и-ха эс çĕр çине(–тет шалти пĕр сасă. “Айта, тепрер черкке янклаттарар та пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать”, –хирĕçлет тепĕр сасси. “Санăн аслаçу алкоголик, вылямастпăр санпа, –терĕç паян мана садикре. Эсĕ, асатте, лайăх çын вĕт, урăх эрех ан ĕç-ха. Атту мана намăс”, –терĕ юнашар пырса тăнă тăватă çулхи мăнукăм. Чĕрем ыратса, пит-куçăм пĕçерсе кайрĕ çакăн хыççăн. Хамăн ачасем те каланăччĕ çакнашкал сăмахсене, анчах вĕсем чуна тивменччĕ. “Ĕçместĕп, урăх тумлам та сыпмастăп”, –тесе сăмах патăм пĕчĕкскере ытама илсе. Эрех сĕрĕмĕнчен хăтăлма çăмăл пулмарĕ. Пĕчĕк мăнукăм ĕмĕтне аркатмарăм, хаяр шĕвекпе яланлăхах сывпуллашрăм. Икĕ çул ĕнтĕ пачах сыпмастăп. Эрех хăвна, çывăх çыннусене еплерех сиен кÿнине ăнланса илсен ĕçме пăрахма пулать”, – тесе каласа кăтартрĕ тирпейлĕ тумланнă арçын.