Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

СЕЗОНА ĂНĂÇЛĂ ВĔÇЛЕСШĔН

Кăмакаран кирпĕч тухать

“Тăвайри кирпĕч завочĕ” хупă акционер обществинче ĕçсем малалла пыраççĕ. Сезон пуçланнăранпа чĕрĕ кирпĕч сахал мар çапма ĕлкĕрнĕ. Сарайсем тулса ларнă ĕнтĕ.

Халĕ рабочисем хĕртмелли кирпĕче кăмакана лартса хураççĕ. Людмила Николаева кунта чылай çул хушши вăй хуракансенчен пĕри. Людмила Козлова унпа юнашар тăрăшать. Александр Яковлев, Инна Шарафиева, Наташа Пряникова, Владик Алексеев, Валерий Шарифулин кирпĕч кăларса тăраççĕ. Малтисен шутĕнче вĕсем. Анатолий Козлов вара хĕртме лартнă кирпĕчсене хупласа тăрать.

Сменăра 10–11 пин штук хĕртме лартаççĕ рабочисем. 15 пиншер кирпĕч хĕртсе кăларма ĕлкĕреççĕ.

Рабочисен тĕллевĕ – мĕнпур кирпĕче январьччен хĕртсе кăларасси. “Дирекци ĕç укçипе тивĕçтерсех тăрать”, –терĕç.

Тăвай кирпĕчне чăвашсем çеç мар, кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи çынсем те туянаççĕ. Хальхи условисенчех авă çурт-йĕр çавăрас текенсем йышлă иккен.



"Ял ĕçченĕ"
31 октября 2006
00:00
Поделиться