Ăратлă сыснасем самăртаççĕ
Ял хуçалăхĕ паянхи кун ыйтакан улшăнусенчен пăрăнса иртеймерĕ. Вуншар çул каялла йĕркеленнĕ колхозсемпе совхозсенчен производство кооперативĕсем туса хучĕç. Малта пыраканнисем яланхи пекех çăмăллăн “ишме” пуçларĕç. Шел пулин те, тĕрлĕ сăлтавсене пула чылайăшĕнче пурпĕр ĕç ăнăçмарĕ. Хăшпĕрисем панкрута тухрĕç, аран-аран тытăнса тăраканнисем те пур-ха. Тепĕр çĕрте вăйсăрланнă ял хуçалăхĕн кооперативĕсене уйрăм çынсене параççĕ, унти ĕçсене тивĕçлĕ шая çитерме сĕнеççĕ. Паллах предпринимательсен те кунта йывăрлăхсене куçа-куçăн тăма тивет. Укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулни те пулăшаймасть тепĕр чухне пуçарăва, ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлама.
Пĕр евĕрлĕ пурăнма хăнăхнă ял çынни çĕнĕ-лĕхсене питĕ асăрханса йышăнать çав. Ара, çĕр ĕçченĕсене ăнланма пулать. Ертÿçĕ хыççăн ертÿçĕ улшăнсан та, тăван хуçалăхра кăтартусем лайăхланмаççĕ, уйсем сухаланмасăр-акăнмасăр юлаççĕ. Ĕлĕкхи пуянсем хресченсен çĕрĕсем çинче еплерех хуçаланнине асра тытни те витĕм кÿрет ĕнтĕ кунта. Ĕçĕ ăнмасан, предприниматель хăйĕн хуçалăхне сутса тухса кайма пултарасси те шухăшлаттарать çĕр ĕçченĕсене. Кĕтеççĕ, сăнаççĕ, тĕпчеççĕ вĕсем малтан. Вара тин килĕшеççĕ пурнăçри çĕнĕлĕхсемпе.
Çакнашкал лару-тăрура йĕркеленнĕ ĕнтĕ “Грачев” ятлă коллективлă фермер хуçалăхĕ те. Çак кунсенче унта ферма заведующийĕсен, ветврачсен, фермерсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвне ирттерчĕç. Унăн ĕçне районти ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке тата работникĕсем йĕркелесе пычĕç.
Фермер хуçалăхĕн сысна ферми ял хĕрринче вырнаçнă. Кунти тавралăха сăнасан, чунра ăшă туйăм çуралать, темиçе çул хушши хуçаланнă тĕксĕм сăнлăх çуталнине асăрхатăн.Тирпейлĕх, тасалăх, кашни япала хăй вырăнĕнче пулни куç тĕлне пулаççĕ. Витенелле кĕрекен çул хĕррисенче – чечек клумбисем. Йывăç лартма вырăн хатĕрленĕ. Тимĕр карта тытса çавăрнă территоринче пысăк сыснасем уçăлса çÿреççĕ. Пухăннисем çывăха пырсан та шикленмерĕç нăрик-нăриксем. Тимлесех сăнарĕç çынсене, паллашасшăн тейĕн.
–Кунта çăвăрламалли тĕп амасем 44-ăн. “Цивильский” ăратри сыснасем сивве те тÿсме пултараççĕ. Асăрхăр, вĕсем пурте таса, –калаçăва пуçăнчĕ Кармалти “Грачев” фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Валерий Геннадьевич.
Унăн сăмахĕсенчен вĕсен малтан чылай тар кăларма тивнине пĕлтĕмĕр. Витене юсаса çĕнетме, кирлĕ оборудованисем, ăратлă сыснасем, вĕсем валли пахалăхлă апат илсе килме пысăк суммăлăх укçа-тенкĕ тăкакланă.
Шăпах çулталăк каялла ăратлă сыснасем ĕрчетессипе ĕçлеме пуçланă фермер хуçалăхĕнче. Лидия Ефимовна Шашкова заведующи ĕçĕсене лайăх туса пырать. Л.Степанова, Л.Шуйкова, Р.Юзукова, Н.Фомина свинаркăсем цехсенче хавхаланса ĕçлеççĕ. В.Варламов ветврач выльăхсем хăйсене мĕнле туйнине сăнаса тăрать, кирлĕ прививкăсене вăхăтра тăвать. Е.Богачевапа Н.Краснов витере тата унăн таврашĕнче каçсерен мĕнле лару-тăру пулнишĕн ответлă. Н.Богачевпа Н.Шашков слесарьсем валли те ĕçĕ тупăнсах тăрать. Пĕчĕк коллективпа пурĕ 818 пуç сысна пăхаççĕ иккен вĕсем.
Шурă халат, калпак тăхăннă Л.Шашкова пурне те витене кĕмелли тумтирсемпе тивĕçтерчĕ. Шалалла иртетпĕр. Тĕлĕнмелле: йĕри-таврара тасалăх хуçаланать, эпир хăнăхнă тислĕк шăрши те сарăлман. Хĕрринчи цеха кĕтĕмĕр малтан. Пĕр уйăхран пуçласа виçĕ уйăхчен пулаççĕ иккен кунта сыснасем. Пÿлĕмĕсем те, выльăхĕсем те таса, сывлăша дезинфекцилесе тăма хыр лăссисем çакса тухнă. Пилеш тураттисем те пур. Н.Фомина свинарка таса халатпа тапочкипе çÿрет вите тăрăх, сыснасене лăпка-лăпка илет, ăшшăн калаçать вĕсемпе. Ятарлă пăрăх тăрăх пыракан шыва сыснасем пикенсех ĕçнине курма тÿр килчĕ. 600 пуç вырнаçтарма пулать иккен ку цеха. Сыснасем виçĕ уйăхран иртсен, пурне те юнашар цеха куçараççĕ. Çĕннисене илсе киличчен пÿлĕмĕсене ятарлă шĕвекпе лайăх дезинфекцилеççĕ.
Пысăкрах сыснасен цехĕнче икĕ свинарка тĕрмешетчĕ. Кунта та малтанхи пекех таса. Сыснан каяшĕсене шывпа çуса урай айне антарса яраççĕ, çапла ятарлă вырăна тулса пырать тислĕк. Транспортер çук кунта, электроэнерги вăйĕпе цехсене çутатма кăна усă кураççĕ. Калăпăр, ытти хуçалăхсенчи фермăсем хĕлле уйăхсерен электроэнергишĕн 20 пин тÿлеççĕ пулсан, кунта – 5 пин. Свинаркăсем валли канмалли пÿлĕмсем те пур, вĕсен икшер халат.
Çăвăрлаттармалли цехсем иккĕ. Пĕринче – Л.Шуйкова, тепринче Л.Степанова ĕçлет. Вĕсем маларах та сысна пăхнă çĕрте вăй хунă. Эстонирен илсе килнĕ сысна аçипе паллашрăмăр. Пĕр килограмм чĕрĕ виçине 236 тенкĕ парса туяннă-мĕн ăна, 35 пин тенке ларнă ăратлă выльăх. Пурĕ 6 аçа иккен фермер хуçалăхĕнче. Вĕсем яланах сывă пулччăр тесе пĕр кунта 6 çăмарта тата тăварламан пулă çитереççĕ. Сыснасен рационĕ питĕ пуян: урпа, çу каяшĕ "жмых", курăк çăнăхĕ, тип çу параççĕ. Вĕсемпе ытларах Саратовра пурăнакан Владислав Геннадьевич Грачев тивĕçтерет. Жмыхĕ эпир çиекен халва евĕр, шăрши те питĕ техĕмлĕ. Сыснасене апатлантарма урпа ”Слава” ЯХПКн та пур, çитес çул акма та çителĕклĕ хывнă пÿлмене.
Пĕр ама пуçне çур çулта 8, 4 çура илнĕ фермер хуçалăхĕнче. Пĕр амаран 2 килограмшарлă 10 çура илни те пулнă. Сакăр уйăх хушшинче 145 пуç аш-какай ăсатнă. 32, 5 тонна аш туса илнĕ çапла кĕске тапхăрта. Ку кăтартусем аван пулнине асăнчĕç канашлура специалистсем.
Сыснасен йышне татах ÿстерме, цехсене газ кĕртме, ĕнесем те пăхма "вĕсене валли вите юсама пуçланă" пуçăнма ĕмĕтленет фермер коллективĕ. Шухăшĕсем пурнăçа кĕрсе пырсан аван, кармалсем валли ĕç вырăнĕсем пулĕç.
Пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 3 пин тенкĕпе танлашать. Ăна вăхăтра параççĕ. Каларăмăр ĕнтĕ, ĕç условийĕсем лайăх. Килĕшÿ туса вăй хураççĕ çынсем, чирлесен те тÿлеççĕ иккен. Коллектив регионсенчи тата ытти районсенчи фермер хуçалăхĕсемпе çыхăну тытать, вĕсен опычĕпе вырăнта усă курать.
Районта выльăх-чĕрлĕх пăхакансен фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансенчен вĕренмелли сахал мар пулчĕ çапла. Сысна аçи туянас шухăшлисем те тупăнчĕç. Цехсене тултариччен çынсене çура сутма тăхтасшăн кунта. “Паянхи канашлăва хатĕрленсе ятарласа тасатман, кирек хăш кун та çакнашкал çирĕп йĕрке кунта пирĕн, унсăрăн çитĕнÿсем тăваймăн”, –тесе сывпуллашрĕ хăнасемпе Валерий Грачев. Пуçламăшĕ начар мар, малашлăхĕ те вăрăм пултăрччĕ вĕсен.