Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Уçă турнирсене хутшăннă

Патăрьелĕнче районти физкультурăпа спорт юхăмĕн паллă активисчĕ, нумай енлĕ спортсмен Аркадий Егорович Задорнов çуралнăранпа 75 çул çитнине паллă туса шашкăлла-шахматла выляссипе уçă турнирсем ирттерчĕç. Пирĕн районтан шашкăлла выляссипе А.Косарев, шахматпа А.Шишов хутшăнчĕç. Шашистсем хушшинче спорт мастерĕ Н.Дмитриев "Вăрмар" 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. А.Косарев та малтисен шутне лекрĕ, ăна республика финалне кĕртме йышăннă. Шахматла выляссипе Комсомольски районĕнчен пынă Спиридонов çĕнтернĕ. А.Шишовпа тепĕр икĕ шахматист 4–6 вырăнсене пайланă.

Ăмăртусене çÿллĕ шайра йĕркеленĕ, спортсменсене тарават йышăннă, вĕри апат çитернĕ, мала тухнисене дипломсем тата асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă. Уйрăмах Федераллă казначейство управленийĕн районти уйрăмĕн ертÿçине Н.Федорова тав тумалла. Вăл хăй те пултаруллă шашист, çак енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ.



"Ял ĕçченĕ"
08 ноября 2006
00:00
Поделиться