Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тăрмăшри хĕрарăмсем туслă

Çак кунсенче Тăрмăш ялĕнчи тĕслĕх библиотекинче хĕрарăмсем пухăнчĕç. Вĕсем хĕллехи вăрăм каçсене пĕрле ирттерессишĕн тимлеççĕ.

Уява ялти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Т.Ялугина уçрĕ. Вăл ача амăшĕсене ăшшăн саламларĕ, пурнăçра ăнăçусем, юрату, телей сунчĕ. Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Разин та сăмах илчĕ, уяв ячĕпе саламларĕ. Районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ Е.Матросова та пулчĕ хĕрарăмсемпе пĕрле, вăл та пухăннисене ырлăх-сывлăх сунчĕ, ыттисем хăйсен çемйи, ачисем пирки каласа кăтартрĕç.

Тĕл пулăва чи сумлă, ĕçре палăрнă хĕрарăмсем пынă.

Альбина Григорьева – ялти ветучасток ертÿçи. Виçĕ ача амăшĕ вăл, пурне те аслă пĕлÿ пама пултарнă. Ял тăрăхĕн депутачĕ Светлана Спиридонова тахçантанпах ватă хуняшшĕне, Аслă Аттелĕх вăрçин участникне Владимир Николаевича тата Наташа ятлă инвалид-ачине пăхать. Ырă кăмăллă хĕрарăм çав вăхăтрах тĕрлĕ мероприятисенче активлăх кăтартать, юрлама-ташлама ăста.

Ирина Николаева районти тĕп больницăра медсестрара вăй хурать. Виçĕ ача амăшĕ вăл, тата инкек тÿснĕ шăллĕн виçĕ хĕрне те пăхать. Вĕсем туслă пурăнаççĕ.

Звенислава Андреева, Надежда Разина, Маргарита Леонидова учительницăсем те хутшăнчĕç уява. Тăрмăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсен концерт программи пурне те питĕ килĕшрĕ. Вĕсене Любовь Андреева библиотекарь хатĕрленĕ.

Вăл библиотекăри ĕçсене çÿллĕ шайра йĕркелесе пырать. Унта ачасемпе аслисем йышлă çÿреççĕ, компьютерпа ĕçлеме те вĕренеççĕ, кĕнеке, хаçат-журнал вулаççĕ. Таса та тирпейлĕ çĕрте мероприятисем ирттерме те кăмăллă. Любовь Власовна хăй те питĕ маттур хĕрарăм, пур çĕре те ĕлкĕрет.



"Ял ĕçченĕ"
13 декабря 2006
00:00
Поделиться