Декабрĕн 22-мĕшĕнче – Энергетиксен кунĕ
1920 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче Советсен Пĕтĕм Раççейри VIII съездĕнче Раççее электрификацилемелли "ГОЭЛРО" плана пăхса тухса йышăннă. Çав кунтан вара Энергетиксен уявне паллă тăваççĕ.
1950 çулсен пуçламăшĕнче электрификаци ĕçĕсем пирĕн Тăвай районне те çитнĕ. Кĕтне шывĕ çинче икĕ пĕчĕк электростанци хута янă та çывăхри ялсене çутăпа тивĕçтерме пуçланă. Канашри вакунсем юсакан заводран килекен линипе хăшпĕр ялсене электричество çитнĕ. Района тĕпрен электрификацилессине 1965-1970 çулсенче туса ирттернĕ.
Тĕттĕм чăваш ялĕсене çутта кăларасси чăннипех пархатарлă ĕç шутланнă. Халĕ эпир пурнăçа электроэнергисĕр тĕлленме те пултараймастпăр.
Кăнтăр электричество сечĕсен Тăвайри уйрăмĕн пысăк мар коллективĕ 0, 4 тата 10 киловольтлă 600 ытла километр тăршшĕ электролинипе ялсенчи 140 яхăн трансформатор подстанцине пăхса тăрать.
Планпа пăхнă юсав ĕçĕсене пурнăçлама тăрăшатпăр. Анчах чăрмавсем те пур-ха, электричество сечĕсем кивелнĕ, вĕсен сăлтавĕсем – рынок условийĕсенче укçа-тенкĕ хĕсĕккинче. Çавах, паянхи çăмăл-мар лару-тăрура та, Вăрманхĕрри, Улянкă тата Йăнтăрчă ялĕсенче хăшпĕр йывăç юпасене тимĕр-бетонлисемпе улăштартăмăр, кабельсене, трансформатор подстанцийĕсене çĕнет-рĕмĕр. 2007 çулта планпа Çĕнĕ Пуянкассинче электричество сечĕсене тĕпрен, Енĕш Нăрваш, Мучар, Кĕрше ялĕсенче пĕр пайне улăштармалла. Çавăн пекех Тăвай, Тăрмăш тата Çĕнçырма ялĕсенчи çĕнĕ урамсене электрификацилеме пăхнă. Ку ĕçсенче пире Шупашкарти “Электросетьстрой” специалисчĕсем пулăшаççĕ.
Йывăрлăхсене, кунне-çĕрне пăхмасăр, пирĕн коллектив ял хуçалăхне, халăха, предприятисемпе организацисене электроэнергипе чăрмавсăр тивĕçтерме тăрăшать. Т.Иванов мастер, А.Нилов, Г.Кошкин, К.Ефремов, С.Николаев электромонтерсем, А.Васильев, В.Титов, С.Мясников водительсем, В.Якимов тракторист-машинист тата ыттисем тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ. Çавăн пекех дежурнăй электромонтерсем те хăйсен тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçласа пыраççĕ.
Районти энергетика службин хисеплĕ ĕçченĕсем, çак ĕçрен тивĕçлĕ канăва тухнисем!
Энергетика кунĕпе тата çывхарса килекен Çĕнĕ Çул уявĕсемпе чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу, çемьере татулăхпа килĕшÿ, телей, иксĕлми вăй-хал сунатăп.