Автокредитпа улшăну
Тăвайри перекет банкĕ çынсене Çĕнĕ çултан кредитсем пама тытăннă ĕнтĕ. “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕн витĕмĕпе усă курса 2 çын харпăр хăйĕн хушма хуçалăхне аталантар-ма çăмăллатнă кредитсем илме ĕлкĕрчĕ.
Çуртйĕр тума е хваттер туянма вăт-вăт “Çамрăк çемье” кредит илес текенсем пур. Ытти тĕллевсемпе те кредитсем илеççĕ çынсем. Автокредитпа улшăну пур. Халиччен асăннă кредитпа автомашинăсене ятарлă магазинсенчен çеç туянма пултар-нă. Халĕ пасартан та туянма ирĕк панă. Документсене çакăн çинчен пасар администрацийĕнче тăваççĕ. Асăннă кредитпа процент ставкисем ăна миçе çуллăха илнине кура çулталăкне 11 процент çурăран пуçласа 13 процент çурă таран.
"Ял ĕçченĕ"