Халăха – социаллă хÿтлĕх
Иртнĕ çул ачасемшĕн çакăн пек пособисем панă:
–йывăр çын пулса ача çуратнăшăн 94 хĕр арăма 122, 2 пин тенкĕ;
–ачи çулталăк çурăна çитиччен унпа ларакан 103 амăшне 723, 4 пин тенкĕ;
–ача çуралсан пĕр хутчен паракан пособи 65 хĕр арăма "520 пин тенкĕ";
–уйăхсерен паракан ача укçине 8311, 7 пин тенкĕ "2366 ачана".
Районта 2130 федераллă льготник, 1965 çын республика бюджетĕнчен тивĕçтерекен çăмăллăхсемпе усă курать. Вĕсене законсемпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çул-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсем 23616 пин тенкĕлĕх панă: çав шутра газпа усă курнăшăн – 1564, 3 пин, электро-энергишĕн – 37264 пин, хваттер укçи тÿлеме 426, 9 пин тенкĕ. Раççей Федерацийĕн законĕпе килĕшÿллĕн 38 Хисеплĕ донора 253, 6 пин тенкĕ тÿленĕ "уйăхсерен 535-шер тенкĕ".
Çавăн пекех Чернобыльти аварие сирсе яма хутшăннă çынсене 13, 7 пин, вилнисене пытарма 47 пин тенкĕ уйăрнă.
Чăваш Республикин “Граждансен хăшпĕр категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿленĕ чух социаллă пулăшу памалли мерăсем çинчен” Законпа килĕшÿллĕн ялта ĕçлекен 663 çынна 2338, 2 пин тенкĕ куçарса панă.
Чăваш Республикин “Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсемпе ĕç вете-ранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен” Законĕ тăрăх 493 тыл ĕçченне 2457, 9 пин, 1441 ĕç ветеранне 5025, 4 пин тенкĕ уйăхсерен укçа тÿлевĕ панă. Политика репрессине лексе хĕн курнă, кайран реабилитаци-ленĕ çынсем те уйăхсерен укçа-тенкĕ тÿлевĕсем илсе тăраççĕ "18 льготнике – 264 пин тенкĕ".
Социаллă хÿтлĕх пайĕ ĕç условийĕсемпе ĕçлев сыхлавне лайăхлатас ыйтусене те тимленĕ. Çапла иртнĕ çулхи апрельте районти кашни предприятипе организацире ĕçлев сыхлавĕн уйăхлăхне ирттернĕ. Ĕçлев сыхлавĕн координаци канашĕн ларăвĕсем 3 хутчен пулнă. Çу кунĕсенче ĕç хăрушсăрлăхне лайăхрах йĕркелес тĕллевпе çамрăксем ĕçлекен предприятисемпе организацисене тĕрĕсленĕ. Ĕç коллективĕсенче коллективлă до-говорсем йышăнассипе тата вĕсене регистрацилессипе тăрăшнă. Иртнĕ çул пуçламăшĕнче 20 колдоговор регистрациленĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕ ветерансемпе инвалидсен обществăлла организацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет.
Пĕлтĕр пирĕн пая 4304 çын заявленисем пама, справкăсемпе удостоверенисем илме пынă тытте.