Музейре пулнă
Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача садĕнчи аслă ушкăнри 18 ача иртнĕ кĕçнерникун районти краеведени музейне çитсе курнă. Вĕсемпе пĕрле Тамара Николаевна Павловапа Людмила Егоровна Львова воспитательницăсем тата музыкăпа вĕрентекен Ольга Владимировна Андреева пулнă.
“Лĕпĕшсен” выставкипе тата ытти экспонатсемпе питĕ кăсăкланса паллашнă ачасем. Ыйтусем те панă вĕсем краеведени музейĕн директорне Светлана Архиповна Сергеева, нумай япалапа интересленнĕ ачасем. Çавăнпа вăхăт хăвăрт иртнĕ, ачасем садике хăйсем курни-пĕлнипе кăмăллă таврăннă.
"Ял ĕçченĕ"