Кармалсем чиркÿ тăвасшăн
Чиркĕве ялти кĕреш пек арçынсем вăрман касса, йы-вăçсене харпăр хăй лашипе турттарса тухса тунă. Вĕсем хăйсен ачисем, ачисен ачисем Турă хăвачĕпе ырăлăх курса пурăнасса ĕмĕтленнĕ. Чиркÿ уçăласса тем пекех кĕтнĕ ял-йыш. Çынсем ырă та таса ĕмĕтсемпе пурăнса, Турра вĕçĕм кĕл тунипе çăтмаха лексе ĕмĕрлĕх канлĕх тупасса шаннă. Ĕмĕр мухтав çав чиркĕве лартакансене.
Иртнĕ çул Кармал çыннисен пурнăçĕнче каллех ĕмĕт шанăçĕ çуралчĕ. Яла Канаш чиркĕвĕнчен Александр атте килчĕ. Тĕмер ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Г.Ивановпа ялта хресчен хуçалăхне тытакан Грачев та пулчĕç халăх пухăвĕнче. Кармалсем йышлăн пуçтарăнчĕç чиркÿ уçас ыйтупа. Пухура староста, казначей, ревизи комиссийĕ суйласа хăварнă. Çынсем ыйтнипе Шупашкар митрополичĕ Варнава Уставпа свидетельство, министерствăран регистраци хучĕ ярса панă ял хутлăхне чиркÿ уçма.
Турă пулăштăрах Кармал çыннисене хăйсен пархатарлă ĕмĕтне пурнăçа кĕртме.