Пурте пĕрле сÿтсе яврĕç
ТĂВАЙ. Шкул директорĕ А.Кириллов вунă çул хушшинче çĕнĕ пахалăхлă вĕрентÿ патне хăюллăн утни пирки тĕплĕн каласа пачĕ.
2005 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче Тăвай ялĕнче вĕренекенсем виçĕ хутлă çĕнĕ шкула куçнă. “Европа, тĕнче шайĕнчи шкул ятне илме тивĕç ку вĕренÿ çурчĕ”, – тенĕччĕ Чăваш Президенчĕ Н.Федоров ăна уçнă чухне. Вĕренÿ тата ĕç условийĕсем лайăхланнă шкулта. Раççей малашне ирĕк, вăйлă, хăватлă, илемлĕ, мирлĕ тата çирĕп экономикăллă пуласси паянхи ачасенчен чылай килет. Çавăнпа пирĕн пуян ăстăнлă, сывă, лайăх пĕлÿллĕ ăру çитĕнтермелле.
Шкул кĕçех 145 çул тултарать. Асăннă тапхăр хушшинче 94 кăларăм пулнă, пурĕ 6098 ачана вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен документ панă. 27 выпускник – ылтăн, 142-шĕ кĕмĕл медаль илме тивĕçлĕ пулнă.
2006-2007 вĕренÿ çулĕнче 29 класра 739 ача вĕренет.
Вĕрентÿ учрежденийĕнчи ĕçсем мĕнле пурнăçланнине шку-лăн управлени совечĕ сăнаса тăрать. Унăн председателĕ пулма ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче Е.И.Автина суйланă.
Шкул тулашĕнчи тĕрлĕ учрежденисемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пирĕн пата вĕренме районти 23 ялтан çÿреççĕ. “Шкул автобусĕ” ятлă Президент программипе килĕшÿллĕн виçĕ автобус пирĕн халь. Кушкă, Вырăс сали, Çăлпуç, Чÿкçырми, Вăрманхĕрри, Улянкă ялĕсенчен 164 ачана илсе килсе, уроксем хыççăн леçсе яраççĕ.
Патриотизм туйăмне аталантаракан, сывлăха çирĕплетекен мероприятисенче активлă ачасем, район, республика шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене тăтă-шах йышăнаççĕ. Пирĕн шкулти воспитани ĕçне районти вĕрентÿ пайĕ чи пысăк балпа хакланă.
Педагогика, профильлĕ тата кадетсен класĕсенче вĕренессине йĕркелени ачасем хăйсен пĕлĕвĕшĕн ответлă пулассине ÿстерет, професси суйласа илме пулăшать.
Шкула Интернетпа çыхăнтарнă, 31 вĕрентекенĕн, 245 ачан килĕсенче компьютер пур. Учительсем пурте çĕнĕ тех-нологипе ĕçлеме хăнăхнă. Вĕренекенсене автомашина, трактор прависене илме хатĕрлессипе çĕнĕлĕхсем кĕртсе пыратпăр.
Шкула çÿрекенсен сывлăхне тĕрĕсленĕ хыççăн хăшпĕр ачасем тĕрлĕ чирсемпе аптăранине, куçĕсем начар курнине тупса палăртнă. Вĕренекенсем çирĕплетнĕ графикпе вĕри апат çиеççĕ. Унăн пахалăхне пуянлатма çĕрулми, хĕрлĕ кăшман, купăста, кишĕр, фасоль, сухан, хăяр çитĕнтернĕ хамăр вăйпа.
61 вĕрентекенрен 59-шĕ – аслă пĕлÿллĕ. Вĕсенчен вăтăрăшĕ хамăр шкултанах вĕренсе тухнă. Аслă тата пĕрремĕш категориллĕ учительсем – 49-ăн.
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен балĕсем, районти тата республикăри олимпиадăсене хутшăнасси çулсерен лайăхланса пыраççĕ.
2007 çул – Ача çулталăкĕ. Енчен те çамрăксене пăхса ÿстерместпĕр, сывлăхне, чунне упрамастпăр, вĕсен пурнăçне çутăрах, ăсхакăлне пуянрах тумастпăр пулсан, пирĕн малашлăх чыслă пулмасть. Умри тĕллевсене пурнăçлама вĕри апат, лайăх спортзал, бассейнпа шкул авто-бусĕ кăна мар, вĕрентекенĕн ăшă кулли, шкулти тата уроксенчи лайăх ларутăру кирлĕ”, – тет Чăваш Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура.
Доклада сÿтсе явма шкулти управлени совечĕн председа-телĕ Е.Автин, Тăвай тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ломоносов, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Хайдукова, С.Николаева вĕрентекен, Шупашкартан килнисем – педагогика наукисен кандидачĕ Е.Хрисанова профессор, вĕрентÿ институчĕн методисчĕ М.Николаева хутшăннă.
Унтан район пуçлăхĕ Н. Иванов “Çĕнĕ шкул” Президент программине пурнăçласа районта мĕнле ĕçсем туни пирки пĕлтерчĕ.
–Юлашки çулсенче вĕрентÿри ыйтусене татса парас енĕпе правительство чылай ĕçлет. Паянхи кунпа ки-лĕшÿллĕ вĕрентÿ патне çитес тĕп задача тăрать халь пирĕн умра, – терĕ вăл. Тăвай районĕнче те пурнăçласа пыраççĕ ăна. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 12 шкул пирĕн, хушма пĕлÿ паракан учреждени – 4. Вĕсенчен 2526 ача вĕренет.
Çамрăксене пахалăхлă пĕлÿ парас тĕллевпе Тушкилпе Тă-вай ялĕсенче вĕрентÿ центрĕсем туса хунă, кунсăр пуçне тата 4 базăллă шкул ĕçлет. Районти шкулсене реконструкци-лесси малалла пулса пырать. Çĕнĕ технологисĕр пахалăхлă пĕлÿ илейместĕн. Паян пирĕн шкулсенче 178 компьютер. 18, 9 ачана пĕр компьютер лекет "республикăра 26 ачана". “Вĕрентÿ” приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртсе 8 шкула Интернетпа çыхăнтарнă, вĕсен сайтсем те пур. Общественнăç представителĕсене шкул ĕçне явăçтарассине татах лайăхлатмалла.
Районти 286 вĕрентекенрен 276-шĕ аслă пĕлÿллĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 63-шĕ хăйсен пĕлĕвне анлăлатнă. Тушкилсем федераллă бюджетран паракан премине тивĕçрĕç, икĕ вĕрентекен "Тушкил, Тăвай" ĕçне пысăка хурса хакланă, 100 пин тенкĕ парса хавхалантарнă.
Районти 17 вĕрентÿ учрежденине газпа хутса ăшăтаççĕ. Компьютерсем татах панă шкулсене, автобуссемпе тивĕçтернĕ. Вĕсен спорт базисене те чылай çĕнетме май килчĕ. Тăвайра, çĕнĕ шкул ĕçлеме пуçларĕ. Педагогсен ĕç укçине ÿстерессипе те тимленĕ. “Диагностикăпа консультацисен центрĕ” хушма вĕрентÿ учрежденийĕн ĕçне йĕркеленĕ. Пур шкулта та сывлăха çирĕплетекен ăмăртусем иртте-реççĕ. Анчах ку енĕпе çитменлĕхсем те пур-ха. Эльпуçĕнче çĕнĕ шкул тăвасшăн, Çĕнĕ Пуянкассинчи, Тушкилти ясли-садсен çурчĕсене юсамалла. Вĕрентÿ системинче тумалли тата нумай.
“Ку чухнехи паха шайри вĕрентÿ малашне гражданла об-щество, эффективлă экономика тата хăрушсăрлăх тĕлĕшĕпе шанчăклă патшалăх тăвассипе çыхăннă. Çĕнĕлекен çĕршывра шкулăн та, “Вĕрентÿ” приоритетлă наци проектне тĕпе хурса, çĕнĕлле ĕçлемелле”, – тесе вĕçлерĕ калаçăвне Николай Ильич. “Çĕнĕ шкул” программăна пурнăçласа тă-вайсене Раççей Президенчĕн премине илессишĕн пыракан тупăшăва хутшăнма тата ăна тивĕçлĕ пулма сунчĕ район пуçлăхĕ. Пухури ашшĕ-амăшĕсемпе вĕрентекенсем ыйтусем пачĕç.