Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

ЙĔРКЕЛĔХШĔН ТИМЛЕСЕ

Граждансем хушшинче преступлени тăвассине тата йĕркелĕхе пăсассине чакарас енĕпе ĕçлекен канашăн Тăр-мăш ял тăрăхĕн территорийĕнче анлă ларăвĕ пулса иртнĕ.

Унта тĕрлĕ ыйту пăхса тухнă. Судпа айăпланнă çынсем хушшинче профилактика ĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пынине пĕлтернĕ. Иртнĕ çул Тăрмăш, Лачкасси ялĕсенче пурăна-кансенчен 37-шне учета илнĕ. Вĕсем хушшинче судпа айă-планнисем, ăнăçсăр çемьерисем, эрех ĕçсе ашкăнса çÿрекенсем, çемьере харкашса пурăнакансем пур.

Профилактика учетĕнче тăракансене ларăва чĕннĕ.

Тăвай районĕн прокурорĕ В.Николаев, уголовнăй ĕçсем тăрăх пулнă суд решенийĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлекен районти инспекцин начальникĕ А.Майраслов, Тăр-мăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Разин совета тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕç.

Тăрмăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул директорĕ М.Андреев вуннăмĕш класра вĕренекен хăшпĕр ачасен дисциплина начарланса пыни пирки пĕлтерчĕ, Т.Сидорова класс ертÿçи те тухса калаçрĕ.

Учетра тăракан хăшпĕр çынсем "условно айăпланнисем, ăнăçсăр çемьесем" çумне ял депутачĕсене çирĕплетсе хăварнă.



"Ял ĕçченĕ"
14 февраля 2007
00:00
Поделиться