Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Усрава иличчен лайăх шухăшламалла

Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне тата общественноçăн анлă сийĕсем патне янă “Вăхăта хакламалла, çынсемшĕн ĕçлемелле” Çырура кĕскен иртнĕ çул итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Николай Васильевич Федоров унта кăçалхи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене те палăртнă. Ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, культурăра, вĕрентÿре аталану хăвăртланмалла.

Президентăмăр ачасене пысăк тимлĕх уйăрма ыйтать. “Чăваш енри пĕтĕм влаçăн, общество институчĕсемпе çынсен, çавăн пекех пĕтĕм Раççейăн тĕп тĕллевĕ – çамрăксене пурнăç пĕлтерĕшне, телейпе килĕшÿлĕхе тупма пулăшасси пулса тăрать. Чун пулсан, чул хушшинче те усрăпăр, тенĕ пирĕн асаттесем. Çак сăмахсене тытса пыракансем пур”, – тет Николай Васильевич. Хăйсен тата усрава илнĕ ачасене лайăх воспитани парса ÿстерекен мăшăрсене ырăпа асăнать республика ертÿçи. Интернатсенчи çамрăксене çемье пĕлтерĕшне туйма, хăйсен пулас çемйисене юратма вĕрентсе çитĕнтерме пулăшнине сăваплă ĕçпе танлаштарать.

Шел пулин те, хăшпĕр районсенче пурăнакансене ачасене пăхнăшăн паракан укçатенкĕ сумми пысăк пулни илĕртет пулас. Пĕрисем илнине пĕлеççĕ те, теприсем те усрав ачасем пăхма ĕмĕтленеççĕ. Интернатсенче пурăнакансене çемьесене париччен мăшăрсем ăçта ĕçленине, мĕнле лару-тăрура пурăннине тата ыттине те тĕрĕслеççĕ. Пирĕн районта ачасем усрава илнĕ çемьесем çук тесен те йăнăш мар. Ку тивĕç пысăк ответлă пулнине ăнланаççĕ ĕнтĕ Тăвай енĕн çыннисем. Килсĕр, çемьесĕр тăрса юлнисене ÿстерме пулăшни питĕ ырă ĕç пулнине асран кăларас марччĕ çапах та.



"Ял ĕçченĕ"
14 февраля 2007
00:00
Поделиться