ВУЛАМАСĂР ПУРĂНМА ÇУК
Раççейре, ак, вулав çулĕ тесе палăртрĕç 2007 çула. Çĕнĕ технологи пурнăçа кĕрсе пынă май кĕнеке вулассине тимлĕх ытларах уйăрма хистесшĕн ĕнтĕ. Çавна май пирĕн корреспондент Тăвайри тĕп библиотека директорĕпе Ирина Дмитриевна Петровапа тĕл пулса калаçнă, пĕлтĕр тунă ĕçсене пĕтĕмлетме, малашнехи ĕмĕт тĕллевсемпе паллаштарма ыйтнă.
Эпир туса пыракан ĕç пысăк пĕлтерĕшлĕ. Библиотекăна кашни кун тенĕ пекех шкул ачисем, каччăсемпе хĕрсем, ĕçлекенсем, ватăсем тĕрлĕ информаци илме пыраççĕ, пулăшу ыйтаççĕ. Пурне те вăхăтра тивĕçтерме тăтăрăшатпăр.
2006 çулта Тăвайĕнчи тĕслĕх библиотеки 2802 çынна тивĕçтернĕ, вĕсене пурĕ 50680 кĕнеке, хаçат-журнал, электронлă материалсем панă. Вулакансем библиотекăна 21431 хут пынă. Пичет изданийĕсем çырăнма укçа-тенкĕ çителĕксĕр уйăрнипе хаçат-журнал сахал килсе тăрать.
Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ библиотекăсен ĕçне ырă витĕм кучĕ. Ялăн нравственнăç тата культурăпа истори хăйне евĕрлĕхне упраса хăварассишĕн чылай тимлерĕмĕр. “Ăс-хакăл патне кĕнеке урлă”, “Ăс-хакăл çĕршывĕ – халăх пĕлĕвĕнче” тата ытти ятлă кĕнекесемпе журналсен выставкисен ярăмĕ çулталăк тăршшĕпех ĕçленĕ. Çынсем кĕнекесем патне ытларах туртăнччăр тесе тимленĕ.
СПИД чирĕпе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун асăннă темăпа тĕрлĕ литература тишкернĕ. Инвалидсен кунне те палăртнă, кĕнекесен выставки йĕркеленĕ. “Пирĕн вулаканăн ылтăн аллисем” ятлă куравпа нумайăшĕ паллашнă ĕнтĕ. Тăвайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта технологи урокĕсене вĕрентекен С.Захарован тата шкул ачисен ĕçĕсем пулнă унта. Районти библиотекăсенче тăрăшакансен канашлăвĕнче хамăр ĕçе пĕтĕмлетрĕмĕр, Ача çулталăкĕн планне пăхса тухрăмăр. “Биополе” журнала сÿтсе яв-рăмăр. Пенси фончĕн районти уйрăмĕн работникĕсем пенси зако-нодательствинчи улшăнусемпе паллаштарнăччĕ.
Чăваш енре Раççей Федерацийĕн Пичетпе массăллă коммуникацисен тĕп агенстви “Кĕнекепе – Çĕнĕ çула” ятлă фестиваль йĕркелерĕç. Мускав хăнисем темиçе кун хушшинче кашни районта тенĕ пекех пулчĕç. “Веселые картинки” журнал хăйĕн юлташĕсене пухать” ятлă ача-пăча уявĕ Тăвай енре те пулчĕ.
Ача-пăча библиотеки Чăваш Президенчĕ Н.Федоровăн парни-сене, чăваш тата вырăс çыравçисен 64 кĕнекине илнĕ. “Веселые картинки” журнал редакцийĕнчи М.Федоровская художник хăйĕн ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ кĕнекесем панă вулавăша.
Иртнĕ çул Мучарта, Кивĕ Пуянкассинче, Тушкилте, Йăнтăрчăра, Чутейре, Тĕмерте тата райцентрта тĕслĕх библиотекисем уçăлнă. Паянхи куна çакăн пек вулавăшсем районта пурĕ – 12. Çĕнĕ технологи тĕрлĕ информаци илессине чылай çăмăллатать. “Костя Ника. Время лета” ятлă фильм ÿкернĕ DVD-диска пур коллектив-ра та куртăмăр, сÿтсе яврăмăр. Тамара Крюкова çыравçă повеçĕ тăрăх ÿкернĕ кадрсем пурне те килĕшрĕç.
Библиотекăсен услугисемпе шкул ачисем, студентсем, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем, вырăнти ертÿçĕсем, предпринимательсем, фермерсем, пĕчĕккисемпе пенсионерсем те усă кураççĕ.
2007 çул – Ача çулталăкĕ. Çамрăксен вуласлăх туртăмне вăйлатса çирĕплетессишĕн пирĕн, библиотекарьсен тата интереслĕрех мероприятисем йĕркелеме тăрăшмалла. Чăвашсен паллă поэчĕ П.Хусанкай çуралнăранпа çĕр çул çитнĕ ятпа кĕнеке куравĕсем, тĕл пулусемпе калаçусем, каçсем, чылай йĕркелерĕмĕр. Тĕнче шайĕнче палăрнă çак çыравçа та халалланă 2007 çула.
Сăмах май Тăвайри тĕп библиотека работникĕсене ырăпа асăнас килет. Л.Совина 30 çул ытла ĕçлет пирĕн коллективра, пĕлтĕр ăна Раççейри министерствăн Хисеп грамотине парса хав-халантарнă. Л.Данилова, Л.Григорьевапа Н.Соколова та нумайранпа тăрăшаççĕ. И.Дмитриева çамрăк библиотекарь Президент стипендине илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Пушă вăхăт тупăнсан, алла кĕнеке тытма сĕнесшĕн çынсене. Вуламасăр чунра пушă, тавракурăм та аталанмасть.