Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

ÇЫРĂВА СŸТСЕ ЯВАТПĂР

Çăмăллăхлă кредит илеççĕ

Вăхăта хаклама, çынсемшĕн ĕçлеме чĕнет Чăваш Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Ял хуçалăхĕнче лайăх улшăнусем пулнине палăртать вăл. “Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ” проекта пурнăçласси республикăра 2006 çулта пурĕ 5, 1 миллиард чухлĕ укçа-тенкĕ явăçтарнă, ку кăтарту кăçал 8 миллиард тенкĕрен кая мар пулать иккен.

Чăваш Енри ялсенчи 13 пине яхăн çемье хăйсен уйрăм хушма хуçалăхне аталантарма 1 миллиард та 812 миллион тенкĕлĕх çăмăллăх кредит илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курма шик-ленмен вĕсем.

Тăвай районĕнче пурăнакансем те хăйсен уйрăм хушма хуçалăхĕсене тĕреклетессишĕн ытларах тăрăшма тытăнчĕç. 450 çемье 49 миллион та 700 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ 2006 çулта, кăçал унăн сумми 62 миллион тенкĕ чухлĕ пулать.

“Акконд-агро фирма” общество 96, 4 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Унпа комплекс тума пуçлаççĕ, 300 пуç ăратлă выльăх туянма палăртнă.

Тăвай енре те выльăхсен йышĕ ÿссе, продукци илессипе те кăтартусем аванлансах пырĕç малашне.



"Ял ĕçченĕ"
20 февраля 2007
00:00
Поделиться