Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ĕç хыççăн культура çуртне

Çынсен çемьесем хушшинчи çыхăнăва çывăхлатас тĕллевпе Тăвайри культура çуртĕнче ĕçлекенсем “Делу – время, потехе – час” ятлă хутшăну каçĕ йĕрокелерĕç. Ăна культура çурчĕн директорĕ А.Филимонова ертсе пычĕ. Район çитĕнĕвĕсем, унăн паллă çыннисем, культура çуртĕнчи ĕçсем пирки кĕскен каласа кăтартрĕ Арина Юрьевна. И.Дмитриевапа В.Родина библиотекарьсем çĕнĕ кĕнекесемпе, журналсемпе паллаштарчĕç.

Культура çурчĕ çумĕнчи кружоксене çÿрекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Çамрăксене сцена çинче тыткалама хăнăхтараççĕ культура ĕçченĕсем. Вăхăт иртнĕ май, вĕсенчен, тен, паллă артист е юрăç пулĕ. Тăвайра пурăнакан Р.Гурина, Л.Никитина мăнукĕсемпе, А.Бикинина, Игорьпе Светлана Хвостовсем ывăлĕсемпе килнĕ кану каçне. Культура çуртĕнче ĕçлекенсем Р.Марковапа В.Ашмарина, А.Никитина журналист, ашшĕ-амăшĕсем тухса калаçрĕç. Вĕри чей ĕçнĕ май малашне çавнашкал хутшăну мероприятийĕсене ытларах ирттерме калаçса татăлтăмăр. Караокепе, купăспа юрларăмăр. Кану каçĕ пурне те килĕшрĕ.



"Ял ĕçченĕ"
20 февраля 2007
00:00
Поделиться