Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Редакцире шахмат уявĕ

9 шахматист “Ял ĕçченĕ” хаçат парнисен шăпине татса парассишĕн старта тухрĕ иртнĕ шăматкун. Йышĕ сахалрах кăшт, анчах вĕсен хушшинче районăн 5 экс-чемпионĕпе пĕлтĕрхи чемпионĕ. Шахмат вăййишĕн тем тума хатĕр çынсем.

Владислав Пастухов турнир пуçланас умĕн кăна Шупашкартан вĕçтерсе çитрĕ. Николай Кондратьевăн та чунĕ чăтаймарĕ, ултă урок хыççăн, выçă хырăмпа, Пуянкасси остановкинче анса юлмасăр, редакцие шавлăн пырса кĕчĕ. Пĕр-икĕ парти, тен, выляса та ĕлкĕрĕп, тесе шутларĕ-тĕр. Çавăн пек пулмалла та чăн-чăн шахматистăн. Николай Ивановича, кая юлнăшăн, виçĕ хут сахалрах вăхăтпа выляма ирĕк пачĕç. Мĕн тетĕр? Вылярĕ! Тата еплерех! Халиччен палăрнисенчен турнира "икĕ хутчен район чемпионĕ пулнă" В.Дмитриев, Г.Федоровпа В.Александров тата Е.Фомина "Нÿшкасси" килеймерĕç. Пĕрисен ерçÿ пулаймарĕ, теприсем чирлĕ терĕç.

Çапла вара пирвайхи турсенченех лидерсен ушкăнĕ палăрчĕ. В.Семенов, А.Шишов, Г.Соловьев, И.Соловьев икшер очко пухрĕç. Тăваттăмĕш тур хыççăн И.Соловьев кăна очко çухатманччĕ. Акă вăл та Ю.Арестова выляса ячĕ. В.Семеновпа Г.Соловьев хушшинчи вăйăра пĕрремĕшĕ, слон выляса илнĕ хыççăн лайăх позици тытаканскер, пысăк йăнăш туса хучĕ те çухату тÿсрĕ. Вуннăмĕш класри А.Михайловшăн та "Тăвай шкулĕ" иккĕмĕш парти кулянмалла килсе тухрĕ. Вăл партнерăнне ферзьне çисе янăччĕ, анчах кăштахран хăй те лартса парсах çитерчĕ. Çавах çак çухату ăна вăй хушса пачĕ тейĕн. Вăл хăйĕн вĕрентекенне А.Шишова, Г.Соловьева, В.Пастухова, Ю.Арестова çĕнтерме пултарчĕ. Алеша пĕр турнирта та çакнашкал ăнăçлă вылянине астумастпăр. Опытлă В.Семенов кăна ăна парăнтарчĕ, анчах лидера ура хума пултараймарĕ. Çапла вара, 9 очко илме май пур çĕртен 7 очко пухса, Алексей Михайлов район хаçачĕн тĕп парнине çĕнсе илчĕ, В.Семенов 6, 5 очкопа II, И.Соловьев 6 очкопа III вырăнсене тухрĕç. В.Пастуховпа Г.Соловьевăн – 5, 5 очко. Чи пултаруллисенчен пĕрин – А.Шишовăн – ку хутĕнче вăйă каймарĕ. Анчах вăл та ÿпкелешмерĕ. “Тавтапуç çакăн пек шахмат уявĕ туса панăшăн”, тесех уйрăлчĕ пирĕнпе.

Мала тухнисене редакци грамотăсемпе наградăланă тата район хаçатне тÿлевсĕр çырăнса парать.



"Ял ĕçченĕ"
20 февраля 2007
00:00
Поделиться