Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

ÇУЛ ÇИТМЕННИСЕМ ЙĔРКЕНЕ АН ПĂСЧĂР ÇАМРĂКСЕМ ÇĔРШЫВА ЮРĂХЛĂ ÇИТĔНЧЧĔР

Тăвай район администраци çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен ко-мисси ачасем йĕркене ан пăсчăр тата тĕллевсĕр çапкаланса ан çÿреччĕр тесе тимлет.

Пĕлтĕр çул çитменнисем тунă 5 преступлени регистрациленĕ "2005 çулта – 9". Унта пилĕк ача хутшăннă "2005 çулта та пиллĕкĕн пулнă". Шел, иртнĕ çул уйрăмах йывăр преступление регистрациленĕ, хĕре мăшкăлланине. Вĕренекенсем тĕрĕс мар çул çине тăрасси ÿсни палăрать. Ушкăнпа йĕркене пăсни пулман. Преступлени тăвасси чакнă пулин те, административлă йĕркене пăсасси нумайланнă. Çул çитменнисем хушшинче алкогольлĕ шĕвексемпе туслашакансен йышĕ ÿссех пырать.

Çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссинче паянхи куна 21 ача учетра тă-рать, вĕсенчен 18-шĕ – йĕркене пăснисем, виççĕшĕ çапкаланса çÿрекеннисем. Пĕлтĕр 21 çамрăка учетран кăларнă пулсан, 23 шута илнĕ. Кашнинпе профилактикăлла калаçу ирттеретпĕр, вĕсемпе общест-во воспитателĕсем "комисси членĕ е ял депутачĕ, учитель" ĕçлеççĕ. Лару-тăрупа комисси пухăвĕсенче паллаштарсах тăраççĕ. Учета илнисенчен 11 вĕренекене, харпăр хăй интересĕсене шута илсе, тĕрлĕ кружок-сене çÿрессине йĕркеленĕ.

2006 çулти июнь уйăхĕнчен пуçласа сентябрьччен районта “Çамрăк ача” профилактикăлла операци иртнĕ. Оборонăпа массăллă ĕçсен, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан тата право йĕркисен уйăхлăхĕсене хутшăннă комисси. Çулла çул çитменнисем пушă вăхăта йĕркеллĕ ирттерччĕр тесе мерăсем йышăннă, канма, ĕçлеме условисем туса пама тăрăшнă. Учетра тăракансене тата ăнăçсăр çемьесенчи ачасене шкул çумĕнчи ĕçпе кану лагерĕсене çирĕплетнĕ пулнă. Районта 2 профильлĕ, çамрăксен – 10 тата сывлăха çирĕплетекен лагерьсем 11 йĕркеленĕ.

379 çамрăка вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарнă, вĕсенчен 74-шĕ ăнăçсăр çемьерисем. Çул çитменнисенчен пĕрне яланлăх ĕç вырăнĕ тупса панă. Учетра тăраканнисенчен виççĕшĕ халĕ те ĕçсĕр.

Комисси çемьери йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене тупса палăртасси-пе те ĕçлет. 2005 çул вĕçĕнче ăнăçсăр 123 çемьере 227 ача шутланнă. 137 çемьене тĕпченĕ, вĕсенче 236 ача пулнă. 22 çемьери ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек туса пыманни палăрнă, вĕсенче – 29 ача. Учетран 25 çемьене "35 ача" кăларнă. Хăшпĕр çемьесене икĕ-виçĕ хут та тĕрĕсленĕ, профилактикăлла калаçусем ирттерме тивĕçлĕ органсе-не пĕлтернĕ. Йăла ыйтăвĕсене татса парас, ĕçе вырнаçтарас енĕпе пу-лăшма тăрăшнă. Иртнĕ çул вĕçнелле вара 110 ăнăçсăр çемьене учета илнĕ, вĕсенче 206 ача пурăнать.

Çул çитменнисемпе çапкаланса çÿрекен ачасем йĕркене пăсасси ан пултăр тесе мĕнле ĕçсем туни пирки Эльпуç, Йăнтăрчă, Çĕнĕ Пуянкасси, Тăрмăш, Тĕмер, Чутей, Тăвай, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсен, хăш-пĕр шкулсен, райадминистрациĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин, халăха социаллă пулăшу паракан, шалти ĕçсен пайĕсен, тĕп библиотекăн, Йăнтăрчăри культура çурчĕн тата Енĕш Нăрвашри врач офисĕн инфор-мацийĕсене итленĕ. Вырăна тухса ирттернĕ ларусене кайнă чухне ăнăçсăр çемьерисемпе те калаçнă. Каçхине районти пур шкулта та ашшĕ-амăшĕсемпе вĕрентекенсен патрулĕ ĕçлет. Комиссин 26 ларăвĕ пулнă 2006 çулта. Хăйсен тивĕçĕсене начар пурнăçлакан 70 ашшĕ-амăшне итленĕ. Вĕсенчен пĕрне ашшĕ-амăш правинчен хăтарма матери-ал хатĕрленĕ. Шкулсенчен кăларса яма ыйтнă 4 ĕç пăхса тухнă, 15 çула çитнисенчен виççĕшне вĕрентме пăрахма ирĕк панă. Комисси йышă-нăвĕсĕр шкултан кăларса янă тĕслĕх тупса палăртман.

Ачасем районта усăсăр çапкаланса çÿрени тата çул çитменнисем йĕркене пăсни ан пултăр тесен, профилактика ĕçне вăйлатмалла, тупса палăртнă йĕркесĕрлĕхсем пирки вăхăтра пĕлтермелле тивĕçлĕ органсене, йывăр çемьесем те тăтăшах тимлĕхре пулмалла. Пурин те пĕрле ĕçлемелле çамрăксем ырă кăмăллă, çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнччĕр тесе.



"Ял ĕçченĕ"
28 февраля 2007
00:00
Поделиться