Февральте те тăхăр пепке
Кăçал пирĕн районта икĕ уйăхра пурĕ 18 ача çутă тĕнчене килнĕ. Февральти тăхăр “çĕнĕ кайăкран” улттăшĕ арçын ача, виççĕшĕ хĕрача. Январьте те çавнашкал пулнă. 2006 çулхи февральте 10 ача çуралнă Тăвай енре. Шел, пĕр ача сахалланнă кăçал. Хăйсен çулталăкĕнче ачасем кун çути ытларах курсан питĕ аванччĕ. Тăвай ял тăрăхĕнче пурăнакансем ача çуратассипе "4" мала тухнă хальхинче. Арçын ачасене Адриан, Антон, Артем, Денис, Евгений, Ярослав ят панă. Хĕр ачасене – Валерия, Дарья, Полина. Тăххăртан пиллĕкĕшĕ çемьесенче пĕрремĕш ача, тăваттăшĕ – иккĕмĕш.
Вилекенсем сахалланнă, пĕр уйăхра 19 çын "13 арçынпа 6 хĕрарăм" пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлнă. 2006 çулта çак тапхăрта 28 çын вилнĕ.
Аслă типĕ пуçланиччен виçĕ çĕнĕ çемье "2006 çулта 9" хушăннă пирĕн йыша. 13 тата 17 çул пĕрле пурăннă хыççăн 2 мăшăр уйрăлнă. 2006 çулта виççĕ пулнă.
"Ял ĕçченĕ"