Хĕл пирĕнпе сывпуллашрĕ
Программăна Тăвайри культура çурчĕн ĕçченĕсемпе библиотекарьсем уçрĕç. Вĕсем пурне те сцена умне пухăнма йыхăрчĕç.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов сăмах илчĕ унтан. Хĕле ăсатакан уяв ячĕпе пурне те ăшшăн саламларĕ Николай Ильич. “Пурте кĕтекен çуркунне çитрĕ. Вăрăм, тĕттĕм каçсем кĕскелсех пыраççĕ, ака çывхарать”, – терĕ вăл ял ĕçченĕсем умне пысăк тĕллевсем лартнă май.
Пирĕн кăçал районта 11 пин гектар ытла çĕр çинче çуртрисем акса хăвармалла. Пур йышши хуçалăхсенче 19300 тонна тырă, 24600 тонна çĕрулми, 6500 тонна пахчаçимĕç, 45 пин тонна выльăх кăшманĕ туса илмелле.
Палăртнине пурнăçлассишĕн чылай вăй хумалла – вăхăтра нÿрĕк хупласа хăвармалла, тăпра пулăхне лайăхлатмалла, паха-лăхлă вăрлăх акмалла, шăтса тухсан имçамламалла, мĕн çитĕнтернине тăкаксăр пухса кĕртмелле.
Районта вăрлăх çĕнетессипе малалла ĕçлемелле. Вăл мĕнле пулнинчен чылай килет пулас тухăç. Выльăхсене пахалăхлă апатпа тăрантарас тесен, белок нумайрах культурăсене ытларах вырăн памалла, акнă тырăсемпе курăксен пулăхлăхне палăр-малла ÿстермелле. Тракторсемпе автомашинăсене, ĕç вăйне пе-рекетлеме май паракан техникăна хатĕррисен ретне лартса пĕтермелле. “Тăвай районĕн экономикипе социаллă пурнăçне 2007-2010 çулсенче аталантармалли” Программăна пурнăçа кĕртессишĕн ял хуçалăхĕнче, промышленноçра, вĕрентÿре, сывлăх сыхлавĕнче, суту-илÿре, культурăра, çыхăнура, коммуналлă хуçалăхра тата республикăпа федераллă службăсенче ĕçлекенсене çанă тавăрса вăй хума сунчĕ район пуçлăхĕ Н. Иванов, уявра лайăх канма сĕнчĕ.
Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Ломоносова 60 çулхи юбилейĕпе саламласа парне пачĕ Николай Ильич. Анатолий Павлович тав турĕ, уявпа саламларĕ.
Хĕл "Р.Маркова" Юр пикепе Хĕл Мучипе ытти юмах геройĕсемпе килсе çитрĕ. Ăна уяв персонажĕсем – В.Ашмаринăпа Н.Соколова, Н.Ивановапа Н.Спепанова кайма вăхăт çитни пир-ки систереççĕ. Уйрăласшăн мар пирĕнпе Хĕл, куççулленсе те пăхрĕ, çумăр та вĕлтĕртетрĕ чăнах та уявра. Юрларĕ, тупмалли юмахсем туптарчĕ, çунапа та ярăнчĕç юлашки хут. Аранах килĕшрĕ Хĕл кайма, пуринпе те ăшшăн сывпуллашрĕ.
Илемлĕ чечексемлĕ кăшăл тăхăннă Çуркунне "В.Абржина" тухрĕ сцена çине çакăн хыççăн. Пухăннисене ăшă кулă парне-лерĕ, пурте алă çупса кĕтсе илчĕç ăна. Юрă-ташă, вăйă-кулă пуçланчĕ. Района ертсе пыракансене те ташша чĕнчĕ Çуркунне. Районти ялсенчи культура çурчĕн ĕçченĕсем, библиотекарьсем, шкулсенче вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Уява илемлетнĕшĕн тав тăвар вĕсене.
Капăрлатнă лавсемпе ярăнса савăнчĕ ача-пăча. Йĕлтĕрçĕсем чупса тупăшрĕç тата ытти спорт вăййисем те пулчĕç çав кун.
Çурхи кун çулталăк тăрантарать, тенĕ ваттисем. Çавăнпа пирĕн акана тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илмелле. Хамăр тарласа ĕçлесен, сĕтел туллирех, пурнăç хаваслăрах пулĕ.