Хисеплĕ ĕç ветеранĕ
Çамрăклах ĕç çулĕ çине тăнă Иван. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Чапаев ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ, каярахпа яваплăхне кура бригадира лартнă. Çар службинчен таврăнсан Канашри механизаци шкулĕнче вĕреннĕ.
1958 çулта яла комбайн илсе килнĕ. Унпа чи малтан Чÿкçырми çынни Биктимиров ĕçлеме пуçланă, И.Капралова пулăшма лартнă. Çав çулнех çамрăк кач-чăна хăйне çав комбайна шанса параççĕ. Петр Сорокин ăна пулăшма пуçлать. Çапла 1994 çулччен вырма каçалăкне пуçланă Иван тете. Çичĕ ача пăхса ÿстернĕ вĕсем мăшăрĕпе Валентина Васильевнапа. Çакна палăртма кăмăллă, Капраловсен кашни ывăлĕ тата Валентина Васильевна хăй те пулăшнă упăшкине тырă вырнă чухне. Çапла çемьепе ĕçлесе миçе пин гектар, миçе пин тонна тырпул вырса çапманши вĕсем(
Ĕçре типтерлĕхпе, ăсталăхпа палăрнă Иван Герасимо-вич. Ĕçне кура – хисепĕ те. Ятлă-сумлă трактористăн темĕн чухлĕ награда: медалĕ, парни, грамотисен шучĕ те çук. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ” ята тивĕçнĕ. Общество пурнăçне те хастар хутшăннă вăл.
Тивĕçлĕ канура ĕнтĕ халь ветеран. Ачисем килсе пулăшсах тăраççĕ. Иван Герасимович ялти библиотекăпа туслă. Кĕнеке вулать, хаçат-журналпа интересленет, те-левизорпа тĕрлĕ передачăсем пăхать.