Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ырласа йышăнаççĕ

“Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин вырăнти уйрăмĕн политканашĕ районта пурăнакансене тирпей-илем кĕртме чĕнсе каланине ĕç коллективĕсемпе уйрăм çынсем ырласа йышăнчĕç, район центрне çийĕнчех çÿп-çапран шăлса тасатса йĕркене кĕртме ты-тăнчĕç. Районти культура çурчĕпе библиотекăра ĕçлекенсем "вĕсен хушшинче “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин членĕсем те сахал мар" кирек мĕнле ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме хастар хут-шăнаççĕ. Ку хутĕнче те вĕсем культура çурчĕн территорине çÿп-çапран шăлса тасатас, тавралăха илем кĕртес ĕçсене пысăк хавхаланупа пурнăçларĕç.



"Ял ĕçченĕ"
19 апреля 2007
00:00
Поделиться