Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тăвайсене пысăк хак пачĕç

Ака уйăхĕн малтанхи кунĕнче районти культура çурчĕ çумĕнчи купсçăсем, Амалăхри Майоровсен çемйи Канашра иртнĕ зонăри смотр-конкурса хутшăнчĕç. Уява Вăрнар, Канаш тата Тăвай районĕсенчи халăх пултару-лăхĕн ăстисем пуçтарăннă. Тепĕр 3 районтан килеймен темшĕн.

Тăвайсем 4 номер тăратнă конкурса. Майоровсен 6 çынран тăракан ансамблĕ "икĕ аппăшĕпе йăмăкĕ, икĕ мă-нукĕ, кинĕ" узбексен юррине илемлĕн шăрантарчĕç.

Жюринчисем Александр Павловпа Геннадий Ефимов музыкантсен ăсталăхне питĕ пысăк хак пачĕç. Пуянкасси каччине Игорь Кузьмина та маттур, терĕç.

Культура çурчĕ çумĕнчи 7 çынран тăракан купăсçăсен ушкăнĕ "ертÿçи Владислав Степанов" пилĕк минут хушшинче тĕрлĕ халăхăн юрă-ташă кĕввисене пысăк хавхаланупа выляса тĕлĕнтерчĕ. Тăвай Енĕн ăста купăсçисене республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те лай-ăх пĕлеççĕ, юратаççĕ. Чĕмпĕр, Çĕпĕр, Чулхула тăрăхĕнче те тивĕçлипе хакланă вĕсене. Кунта та хăйсен ят-сумне тата çĕклерĕç.

Шупашкартан килнĕ сумлă жюри Тăвай артисчĕсемпе кăмăллă юлчĕ. “Янра, хут купăс” тата “Эпĕ, эсĕ тата вăл – туслă çемье” смотр-конкурс Тăвай районĕ талантлă çынсемпе пуяннине тепĕр хут кăтартса пачĕ.



"Ял ĕçченĕ"
19 апреля 2007
00:00
Поделиться